Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Епле кăмăллă çулла пире лагерьте канма!

31 мая 2019 г.

Епле кăмăллă çулла пире лагерьте канма!

   ÇУЛЛАХИ каникул - шкул ачисемшĕн хаваслă тапхăр - пуçланчĕ. Чăтăмсăррăн кĕтеççĕ ăна вĕренекенсем. Ăçта, епле канма пулать-ха çуллахи вăхăтра?
   Район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕнче пĕлтернĕ тăрăх, июнĕн 1-мĕшĕнче районти пур шкулта та (вĕсем вунпĕрĕн) шкул çумĕнчи кану лагерĕсем уçăлаççĕ. 21 кун канаççĕ унта ачасем. Вĕсене кунне 2 хутчен вĕри апатпа тивĕçтереççĕ, воспитатель тивĕçне пурнăçлакан учительсем тĕрлĕрен хаваслă вăйăсем, конкурссемпе ăмăртусем, экскурсисем ирттереççĕ - тĕрлĕ енлĕ аталантараççĕ, пĕрлех сывлăхне тĕреклетессишĕн тăрăшаççĕ.
   Шăмăршăри вăтам шкулта - 56, Пăчăрлă Пашьелĕнче - 32, Палтиелĕнче - 30, Карапай Шăмăршăра - 26 ача канса сывлăхне çирĕплетĕ. Васанти, Пуянкассинчи, Кивĕ Чукалти, Анат Чаткасри тĕп шкулсен çумĕнчи лагере 15-шер ача çỹрĕ, пуçламăш шкулсенче (Виçпỹрт, Чукал, Патирек) вĕренекенсем те кану вăхăтне шкул çумĕнчи лагерьте хаваслă та усăллă ирттерĕç.
Кунсăр пуçне июнь пуçламăшĕнче районти сакăр шкулта 5 куна пыракан палатка лагерĕ те çамрăксене илĕртет. Унта канма кашни вăтам шкултан 16-26 вĕренекен, тĕп шкултан - саккăршар ача кăмăл тунă. 
   Çапла çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасем тĕлли-паллисĕр ан çỹреччĕр, сывлăхне çирĕплетчĕр, харпăр хăйĕн пултарулăхне аталантарччăр тесе ашшĕ-амăшĕ кăна мар, правительство та тăрăшать. Ачасен шкул çумĕнчи лагерьти канăвĕ тỹлевсĕр.
Республикăн хула тулашĕнчи лагерĕсенче (вĕсем кăçал 27) канакансем те, яланхи пекех, йышлă. Республикăра çакнашкал лагерьсем, туристсен, экологи лагерĕсем ĕçлеççĕ. Çитĕнекен ăрăва вĕсен туртăм-интересне кура профиль сменисем те кĕтеççĕ - çамрăк художниксен, музыкантсен, чĕлхеçĕсен, краеведени, çар-патриот, спорт профиль лагерĕсем пулаççĕ. Пĕр сăмахпа, шкул ачисене тавракурăм енчен те, сывлăх тĕлĕшĕнчен те усăллă канма майсем çителĕклех.
   Çак тунтикун ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура сывлăх учрежденийĕсем ачасен çуллахи канăвне йĕркелемешкĕн мĕнле хатĕрленнине тишкернĕ. 474 миллион тенкĕ уйăрнă республикăра çак тĕллевпе. Михаил Васильевич лагерьсен персоналĕн кăмăл-сипет пахалăхĕсене тĕрĕслемелли пирки те асăрхаттарнă. «Тỹрĕ кăмăллă, хăйсене йĕркеллĕ тытакан çынсем пулччăр, мĕншĕн тесен ашшĕ-амăшĕ вĕсене хăйсен ачисене шанса парать», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.
Г.ИВАНОВА.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика