24 мая 2019 г.
ÇАК лăпкă та ăшă кăмăллă хĕрарăма шкул сакки çинченех пĕлетĕп - сăпайлă, тараватлă, ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмастчĕ пек. Ун пек хĕрсем чăвашра сахал-и вара? Чун çирĕплĕхĕ, инкеке лекнĕ çынна хỹтлĕх пама пултаракан хĕрỹ чĕри ун чухне палăрман.
Виçпỹрт Шăмăршăран çỹретчĕ Ирина Мискина Пуянкассинчи вăтам шкула. Унтан 1990 çулта вĕренсе тухнă хыççăн çулталăк Патăрьелĕнчи профтехучилищĕре çĕвĕç специальноçне алла илнĕ. Çыхма-çĕлеме ачаранпах килĕштерет. Çак ăсталăха амăшĕнчен те - алă ăстинчен - курса вĕренсе пынă. Шел, ашшĕпе амăшĕн ырлăхне нумай курма пỹрмен ăна - Ирина 24 çулта чухне иккĕшĕ те пĕр çулталăк хушшинче пĕрин хыççăн тепри çут тĕнчерен уйрăлса кайнă...
Çак çухату хыççăн Мискинсенчен икĕ пĕр тăван - Иринăпа тетĕшĕ - çеç тăрса юлаççĕ. Ама çури ашшĕнчен çуралнă Дима шăллĕ вара 10 çулта - сĕм-тăлăх ача... Çав вăхăт тĕлне Ирина пĕр ял каччипе - Алексей Муллинпа - пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Телейлĕ мăшăрăн пĕчĕк ывăл - Андрей - çитĕннĕ.
... Димăна Ирина интерната ямасть - хăйĕн çемйине илет. Çапла вăл Димăшăн аппăшĕ кăна мар, амăшĕ те пулса тăрать. Халĕ ĕнтĕ вăл çемьеллĕ - тĕп килте пурăнать. Унăн ачисем ăна «асанне» тесе чĕнеççĕ - кашни кунах пырса çỹреççĕ. Дима халĕ те аппăшне амăшĕ вырăнне хурса хисеплет.
Ирина ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă хыççăн пурнăçри çывăх çынсен пĕлтерĕшне, пĕртăвансен ăшши çитменнине чун-чĕрипе туйса илет. «Манăн пысăк çемье пулать, аслă ывăлпа пĕрле шăллĕсемпе йăмăкĕсем йышлă ỹсчĕр», - ĕмĕтленет вăл.
Чăннипе те вăл шутланă пекех пулса пырать: вĕсен çемйине «çĕнĕ кайăк» час-час вĕçсе килме тытăнать, пĕринчен тепри илĕртỹллĕ 2 хĕрпе 4 ывăл кил-çурта савăнăçпа тултараççĕ. Куç тулли телей - пурте сывлăхлă, хаваслă! Паллах, кун пек чухне ашшĕ-амăшĕ ачасен пуласлăхĕпе пурăнать. Анчах... Кĕçĕнни çулталăк çурăра чухне сасартăк мăшăрĕ вилсе каять. Усал чир утса çỹренĕ çĕртех хăваласа çитнĕ ăна. Пĕр кĕтмен-туман çĕртен çемйинчен уйăрса ярать...
Ирина аллинче - ултă ача шăпи. Кун пек чухне хĕрарăма çут çанталăк та вăй-хăват парса тăрать пуль. Кунĕн-çĕрĕн ĕçре вăл, ачисем ашшĕ çуккине ан сисчĕр тесе пĕр канми тăрăшать, вĕсен çутă малашлăхĕшĕн пĕтĕм чунне парать. Ачисене те пĕчĕкрен ĕçе явăçтарать вăл, тирпейлĕхе, хăй тĕллĕн пурăнма вĕрентет. Уйрăмах асли - 23 çулхи Андрей - кĕçĕннисене ырă тĕслĕх парса тăрать. Строитель техникумĕнчен вĕренсе тухнă, артиллери çарĕнче салтак службинче тăнă, халĕ Мускавра стройкăра ĕçлет. Кил-çуртри арçын ĕçĕсене тахçантанпах хăй пурнăçласа пырать. Паллах, кĕçĕн шăллĕсене те тĕрлĕ ĕçе хăнăхтарать.
Иккĕмĕш ачи - Алина хĕрĕ те - Мускавра. Вăл 9 класс «хĕрлĕ» аттестатпа пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти колледжран та «хĕрлĕ» дипломпа вĕренсе тухнă. Экономист. Халĕ çĕршывăн тĕп хулинче ĕçлет, институтра заочно вĕренсе пĕлĕвне ỹстерет.
Алевтина - технолог. Шупашкарта экономикăпа технологи колледжĕнче ăс пухнă.
Антонпа Артем Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренеççĕ, амăшне спорт çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ. Район шайĕнчи ăмăртусенче çĕнсе илнĕ дипломсем çулсерен хушăнсах пыраççĕ.
Çемьере чи кĕçĕнни - Арсений - Виçпỹрт Шăмăршăри пуçламăш шкула 4-мĕш класа çỹрет. Амăшĕ пекех тăтăш сцена çинче вăл. Уйрăмах сăвăсем илемлĕ вулать. Артист пекех теççĕ ун пирки куракансем.
Кил-çуртра та самаях пулăшаççĕ ĕнтĕ кĕçĕн ывăлсем те. Хуçалăхĕ вара самаях пысăк: 2 ĕне, 8 сурăх, сыснасем. Çуллахи вăхăтра 50-60 хур-кăвакал усраççĕ - çырма хĕрринче пурăнни ял çыннишĕн ырлăх, пăхма кăна ан ỹркен. Паллах, çакăн чухлĕ выльăха тăрантарма çими те нумай кирлĕ. Çу каçипе утă-улăм хатĕрлеççĕ Муллинсем - 40-шер сотăй 4 пахча тата хирте гектара яхăн çĕр пайĕ вĕсен. Аслисем те ĕç-çи вăхăтĕнче килме май тупса пулăшма васкаççĕ.
Хĕлле канлĕрех. Выльăхсене шкултан таврăнсан ывăлĕсем черетлĕн пăхаççĕ - хăшĕ айне тасатать, хăшĕ утă-улăм антарса парать. Ĕçе пĕчĕкрен хăнăхтарни ỹссен кирлĕ пулĕ. Ушкăнпа пуçтарăнса çулсерен кил-çуртра юсав ĕçĕсем ирттересси йăлана кĕнĕ. Пĕр çул - мунчана, тепĕр çул - кухньăна, унтан - пỹлĕмсене çĕнетеççĕ. Пĕлтĕр пỹрт умне тротуар сарчĕç - бетонщикĕ, плиточникĕ, платникĕ - пурне те пултараççĕ ачисем. Çемьепе ĕçлеме питĕ интереслĕ - килте шỹт-кулă, хавас кăмăл-туйăм хуçаланать çак вăхăтра. Амăшĕ вара тутлă апат-çимĕç хатĕр- леме те ĕлкĕрет - кукăль-пỹремечĕ яланах кăпăшка та техĕмлĕ унăн.
Ирина Владимировна хĕллехи вăрăм каçсенче ал ĕç тума юратать: çекĕлпе те, йĕппе те çыхать, тĕрлет, çĕлет. Хăв аллупа тунине мĕн çиттĕр? Çак илеме вăл тăван- хурăнташа, çывăх çыннисене кăмăлтан парнелет. Çулла вара çурт умĕ тĕрлĕ тĕслĕ çеçкепе илĕртсе тăрать - алли те, чунĕ те çепĕç çынна çеç кăмăллать чечек. Тата пултаруллă хĕрарăм ташă-юрăпа киленет - вунă çул ĕнтĕ ялти «Сурпан» юрă ансамбльне ертсе пырать. Чылай çул ялти Культура çурчĕн заведующийĕн тивĕçне те пурнăçланă. Районти пĕр концерт, Акатуй, Хĕле ăсатни çак юрă ушкăнĕсĕр иртмест, пĕрмаях Хисеп грамотисене тивĕçет. Суйлав вăхăтĕнче те чи активлисен шутĕнче И.Муллина. Килĕнче те пĕр самант ĕçсĕр тăма пултараймасть.
- Ачасене ура çине тăратасчĕ, çын куçĕнчен пăхмалла ан пултăрччĕ вĕсен, - шухăшне уççăн пĕлтерет ултă ача амăшĕ. - Çирĕппĕн ура çинче тăнине курасчĕ, кашнине çемьелентерсе ачасен телейĕпе савăнасчĕ, - хумханнипе шăппăн калаçать вăл...
Кăмăлĕ лăпкă пулин те, унра çирĕплĕх сисĕнет. Тỹсĕмлĕхне ăçтан çитерет-ши? Шăпи ăна тĕреклĕ, шăнăрлă пулма хистет. Умра пĕр ĕмĕт, пĕр шухăш - тĕпренчĕксем. Вĕсемшĕн вăл темле йывăрлăхсене чăтма, парăнтарма та хатĕр.
Çирĕп сывлăх сунатпăр Сире, хисеплĕ Ирина Владимировна! Ачусенчен ырлăх, пархатар курма вăрăм та телейлĕ кун-çул пултăр!
Г.ИВАНОВА.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"