Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Июнĕн 8-мĕшĕнче - Акатуй

17 мая 2019 г.

Июнĕн 8-мĕшĕнче - Акатуй

   Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов «Акатуй - 2019» ĕçпе юрă тата спорт уявне июнĕн 8-мĕшĕнче Шăмăршăри ипподомра ирттересси çинчен калакан йышăнăва алă пусса çирĕплетнĕ. Акатуя хатĕрленсе ирттерме оргкомитет туса хунă. Ĕнер, майăн 16-мĕшĕнче, уява хатĕрленсе ирттерме палăртнă яваплă çынсем район администрацийĕн ларусен залĕнче, ун хыççăн уяв иртекен вырăнта пулса канашлу ирттерчĕç.
   Кăçалхи Акатуя Раççейри Театр çулталăкне халаллани те уява тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илме хушать. Урхамахсен ăмăртăвĕ те, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен тупăшăвĕ те, уява илем кỹрекен анлă вăйă карти те, ал ăстисен выставки те, хăна çурчĕсен илĕртỹлĕхĕ те чи çỹллĕ шайра пулмалла. Çавăн пекех уявра ял тăрăхĕсенчен килнĕ «Кулибинсен» выставкине те курма май пулĕ. Ĕçлемен кивĕ техникăран çĕннине пуçтарса хатĕрлекен ăстасем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç.


Н.ИЛЬИНА, оргкомитет членĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика