Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуркунне çĕр айĕнчен ĕç тухать…

19 апреля 2019 г.

Çуркунне çĕр айĕнчен ĕç тухать…

АПРЕЛĔН 17-мĕшĕнче республикăра, çав шутра пирĕн районта та, Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Çак кун Шăмăршăра ЧР çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Александр Ефремов, ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствин «Чăваш Республикин автомобиль çулĕсен управленийĕ» учреждени директорĕ Владимир Доброхотов, ЧР стандарт, метрологи тата сăнав регионти центрĕн директорĕ Сергей Абрамов пулчĕç.
Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусем: çурхи уй-хир ĕçĕсем, экологи субботникĕсем, тавралăха тирпей-илем кĕртесси, автомашина çулĕсем çывăхĕнчи çỹп-çапа пуçтарасси, Йывăç кунне йĕркелесси, масарсене тасатасси... Паллах, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 74 çул çитнине тивĕçлĕ кĕтсе илесси - тĕп вырăнта.
Информаци кунне килнисем 4 ушкăна пайланса ял тăрăхĕсене çитсе килчĕç, халăхпа тĕл пулса канашларĕç. С.Абрамов тата район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ О.Алексеев ертсе пыракан ушкăн Васанта пулчĕ, ял тăрăхĕн активĕпе тĕл пулу ирттерчĕ, Е.Н.Быков хресчен(фермер) хуçалăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ.
В.Доброхотов тата район администрацийĕн строительство, ЖКХ пайĕн ертỹçи В.Вашуркинран тăракан информаци ушкăнĕ Палтиел ял тăрăхне çул тытрĕ, «Искра» ял хуçалăх предприятийĕ çурхи ĕçсене епле кĕтсе илнипе интересленчĕ, ял çыннисемпе курнăçрĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Чамеев ертсе пыракан ушкăн Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхне çитсе курчĕ, унта пурăнакансен кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ, вăтам шкулти ĕç коллективĕпе тĕл пулчĕ.
А.Ефремов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов ертсе пыракан ушкăн, Пуянкасси ял тăрăхне çитсе курма тĕллев лартнăскер, чăн малтанах ял хуçалăх паркне чарăнчĕ, техника уй-хире тухма еплерех хатĕрленсе çитнипе интересленчĕ.
Икĕ эрне каялла пулнăччĕ кунта аграри отраслĕнче ĕçлекенсем - район шайĕнчи семинар-совещани пуçланиччен техника паркĕнче практика занятийĕ иртнĕччĕ. Ун чухне кунта ретĕн-ретĕн вырнаçнă тракторсем, сеялкăсемпе культиваторсем тем чухлехчĕ. Халĕ вара кустăрмаллă тракторсем пачах та курăнмаççĕ.
- Пуянкасси йĕри-таврашĕ кăçал юртан хăвăрт тасалса çитрĕ - çĕр пичĕ хĕвелпе, çилпе типсех пырать. Халĕ уй-хирте трактор шавĕ тăрать - кĕрхи çĕртмене сỹрелеççĕ, нумай çул ỹсекен курăксене апатлантараççĕ, - каласа парать «Колос» Агрофирма» пĕрлешĕвĕн тĕп агрономĕ С.Федотов. - 60 гектар çинче кĕрхи тулă акса хăварнăччĕ - унăн шăпи пăшăрхантарать. Кĕркунне çумăрсем пулманран япăх шăтрĕ, халĕ авă çĕрлехи сивĕсем амантаççĕ...

Фермерсем те халĕ хиртех кун кунлаççĕ - типнĕ участоксене кăпкалатаççĕ, уйсене минерал удобренийĕ сапаççĕ. Авă мĕн чухлĕ удобрени техника паркĕнчи тем пысăкăш пластик михĕсенче! Хăш-пĕр çĕр хуçисем урпа акма та тухнă иккен. Çĕр типĕ юласран хăраççĕ ĕнтĕ, çавăнпа сивве тỹсме пултаракан культурăсене васкасах акса хăварасшăн.
Техника паркĕнче механизаторсем калаçни-шỹтлени илтĕнет - акана тухас умĕн ял хуçалăх агрегачĕсене тепĕр хут тĕрĕслеççĕ вĕсем, юлашки юсав ĕçĕсем ирттереççĕ. Вĕсемпе пĕрлех нумай çул хушши ял хуçалăх производствинче вăй хуракан опытлă инженер Виталий Захаров.
Пуянкассинчи стадионта вара субботник пырать - кĕреплепе пĕлтĕрхи çỹп-çапа пуçтараççĕ. Ачасен кăна мар, çитĕннисен те спортпа канмалли вырăнĕ вăл. Йывăç лартмалли субботник умĕн тирпей-илем кỹни питĕ вырăнлă. Кĕçнерникун, апрелĕн 18-мĕшĕнче, Афганистанра паттăрла вилнĕ Валерий Кузнецова халалласа аллея уçасшăн Пуянкасси ял тăрăхĕн активисчĕсем стадион çумĕнче. 250 чăрăш хунавĕ кỹрсе килме калаçса татăлнă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин. Йывăç лартма районти воин-интернационалистсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Г.Ельцовпа пĕрле ытти афганецсем, шкул ачисем, ял çыннисем хутшăнаççĕ. Ентеше çапла асра тытни - пархатарлă ĕç.
Малалла информаци ушкăнĕ Пуянкасси Культура çуртĕнче вырăнти халăхпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттерчĕ. Ăна А.Ефремов 3 ача амăшне - Александра Мресована нумай ача амăшĕн удостоверенийĕ панинчен пуçларĕ. Тĕрлĕ ыйту хускатрĕç ял çыннисем: ака ĕçĕсем, Çĕнтерỹ кунĕ умĕн йĕркеленĕ акцисене хутшăнасси, ял урамĕсене тирпей-илем кỹртесси, пушар хăрушсăрлăхĕ, терроризмран асăрханасси, çул-йĕр, цифра телекуравĕ тата ытти те. Кашни ыйту çине республика представителĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ анлă хурав пачĕç.
- Кăçал Пуянкассипе Виçпỹрт Шăмăршă ялĕсен хушшинчи çула асфальт саратпăр, -
шантарчĕ Владимир Васильевич. - Пуçару бюджечĕпе усă курса Хайпăла ялĕнчи урамсене шанчăклă çулпа тивĕçтерĕпĕр.
Ял çыннине, уйрăмах çу кунĕсенче, пушар хăрушсăрлăхĕ канăçсăрлантарать. Ку ахальтен мар. 2019 çулта кăна республикăра 319 пушар тухнă (пĕлтĕр - 245), пирĕн районта та çак тапхăрта 6 пушар алхаснă, пĕр миллион ытла тенкĕлĕх сиен кỹнĕ. Çак хăрушлăха сирес енĕпе халĕ Пуянкасси ял тăрăхĕнче пушар машинине тытса тăма майсем шыраççĕ.
... Информаци кунĕнчен таврăннă май, Виçпỹрт ялĕ тĕлĕнче çул хĕрринчи пахчасене тинкеретпĕр. Хăш-пĕр пахчара хуçа çукки курăнать - çĕрне хусăкламан, карти тайăлса йăваннă. Пуянкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕн сăмахĕсем аса килеççĕ:
- Юлашки çулсенче 4 яла пĕрлештерсе тăракан ял тăрăхĕнче пушă çуртсем нумайланса пыраççĕ - 193. Пушă пахчасемпе усă курас текенсем - чакаççĕ. Çамрăксем ĕне тавраш тытма юратмаççĕ - выльăх çими хатĕрлеме те кирлĕ мар. Упăшкисем аякра ĕçлесе укçа тăваççĕ - апат-çимĕç лавккаран туянма ансат вĕт, - пăшăрханса калаçать Аркадий Эмирович.
Çапла иртрĕ черетлĕ Информаци кунĕ.

Г.ИВАНОВА.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика