05 апреля 2019 г.
Кахăрлă ШăхалЬ ялĕнче пурăнакан Ольга Ивановна Петрова хăй 90 çул тултарнине ĕненме пултараймасть - мĕн чухлĕ хура-шур курнă хыççăн та çивĕч ăс-тăнлă вăл, кил хушшинче кăна пулсан та - ура çинче...
Анат Чаткас ялĕнче çуралса ỹснĕ Ольга Тяпушова (хĕр чухнехи хушамачĕ). Тăватă ачаран - асли. Çавăнпах ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайсан амăшне пулăшаканĕ пулса юлнă. Тек курма пỹрмен вара ачисене тăван ашшĕне. Çывăх çынни ăçта пуç хунине те пĕлмеççĕ... Çапла ашшĕсĕрех - пĕччен ỹстерсе çын тунă вĕсене мăнтарăн амăшĕ.
Улька çамрăклах йывăр ĕçе кỹлĕннĕ: ака тунă, тырă вырнă, вăрман каснă. Анат Чаткасри 7 класлă шкул хыççăн 14 çултах Баскак лесничествинче хăйĕн пек çул çитмен çамрăксемпе, вăрçа хутшăнайман ватăсемпе алă вĕççĕн касса тем çỹллĕш йывăçсене тỹнтернĕ вăл. Çуркунне вĕсене сулăпа юхан шыва янă. Хĕлле те çăпатапа, çỹхе тумтирпе çỹренĕрен, ал-ури тăтăш йĕпеннĕ, шăнса кỹтнĕ... Çавăнпах шăмă сыпписем вĕçĕм сураççĕ, чĕркуççи канăç памасть.
1950 çулта Кахăрлă Шăхаль каччипе - Яппун вăрçине хутшăннă Федор Петровпа пĕр çемьене пĕрлешет тĕрлĕ ĕçре пиçĕхнĕ сарă хĕр. Улька яланхи пекех колхозра уй-хир бригадинче тăрăшать. Пĕрин хыççăн тепри хĕрпе 4 арçын ача çуралать вĕсен - ывăлĕсем пĕринчен тепри яштака та патвар, ĕçре те маттур. Шел, мăшăрĕ чире пула çут тĕнчепе ир сыв пуллашнă - каллех пĕтĕм ĕç-пуç, хуйхă-суйхă тỹсĕмлĕ хĕрарăм çине тиеннĕ.Çапах та ачисене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтернĕ Ольга Ивановна - ĕçе вĕрентнĕ, кашнине çемьелентернĕ. Хĕрĕ пĕр ял ачипех мăшăрланнă - çемйипе Шăмăршăра пурăнать. Ывăлĕсем те пурте ялтах тĕпленнĕ, кашнийĕ тĕреклĕ çурт-йĕр çавăрнă. колхозра трактор-машинăпа пенси çулĕчченех хастар ĕçлесе пурте хисепе тивĕçнĕ. Толик ывăлĕ кăна çак ырлăхран пĕр кĕтмен çĕртен уйрăлса кайса амăшне хуçса хăварчĕ...
Улька аппана та ял-йыш хисеплет, кỹршĕ- аршă савать. Унтан ытла тăватă кинĕпе килĕштерме пĕлни мĕне тăрать - кĕçĕн ывăлĕн çемйипе шăкăл-шăкăл калаçса пурăнать вăл 33 çул хушши. Кинĕ те - педагогика ĕçĕн ветеранĕ - питĕ йĕркеллĕскер, хăйĕн хĕрĕ пекех туйăнать. «Манăн кинĕмсем пурте - чăн-чăн пурнăç çыннисем», - хĕпĕртет ват çыннăн чунĕ. Хăй те хунямăшĕпе ĕмĕр килĕштерсе пурăннă - 95 çулччен пăхса усранă мăшăрĕн амăшне, унран пурнăçа вĕренсе пынă. Хăйĕн тăван амăшĕ те уншăн чăн-чăн тĕслĕх пулнă - 96 çулччен пурăннă вăл ял хушшинчи ырă ятпа. Лайăххи - юнашарах, ăна курма кăна пĕлмелле.
Вунпĕр мăнукĕ - чун киленĕçĕ, кашнийĕн кун-çулĕ интереслентерет кукамăш-асламăшне. Вĕсен çуралнă кунĕсене асрах тытсах тăрать - парнесĕр нихăш çул та хăварман. Кĕçĕн мăнуксем те питĕ çывăх - кашни пепке чĕре варринче. Çирĕм пĕррен вĕсем паянхи кун тĕлне. Мăнукĕсем - тĕрлĕ професси çыннисем, аслă пĕлỹллĕ специалистсем. Пĕлтĕр икĕ кĕçĕн мăнукĕ вăтам шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухрĕ - епле хăпартланчĕ пуль çакăншăн аслă кукамăшĕ!
Çак кунсенче ырă ят-сумлă Улька аппана 90 çулхи юбилей ячĕпе саламлама районадминистрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Чамеев, район администрацийĕн халăха социаллă пулăшу паракан пай ертỹçи Н.Федорова, Пуянкасси ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин килсе кайрĕç. РФ Президенчĕн - Владимир Путинăн саламлă çырăвне вуласа пачĕç, парнепе чысларĕç.
Пỹрчĕ-çурчĕ - чечек ăшĕнче - хĕл каçипе çеçке çураççĕ вăл лартнă чечексем. Чунĕ ватлăхра та илемшĕн çунать - мĕн тăвăн! Пахчари чечексене кинĕ пăхса тăрать. Çурхи кунсем çитсен чỹрече анисене пахча çимĕç калчисемпе тултарать Ольга Ивановна - помидор, купăста яланах ăнса пулать. Выльăх-чĕрлĕх те яланах картиш тулли усранă - ĕнесĕр пĕр çул та пурăнман. Ĕçре савăнăç та, канăç та тупать ял çынни. Юлашки çулсенче кăна кинĕпе ывăлĕ çине куçса пыраççĕ кулленхи ĕçсем - вăй-хал ĕлĕкхи мар ĕнтĕ.
Хисеплĕ ĕç тата тыл ветеранне эпир те сумлă юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, телейлĕ ватлăх сунатпăр!
Г.Иванова.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"