26 марта 2019 г.
КУНСЕРЕН ăшăтсах пырать - юр майĕпен ирĕлсе çырмана юхать, юханшывсем шывпа тулса пыраççĕ, пăр сийĕ те çỹхелнĕçемĕн çỹхелсех пырать. Сасартăк ăшăтса ярасси те часах. Ейỹрен вара темĕн кĕтме те пулать... Çурхи шыв-шур кỹме пултаракан инкекрен сыхланас ыйтăва иртнĕ эрнере район администрацийĕнче сỹтсе яврĕç. Шăмăршă район территорийĕнче çуркуннехи шыв-шур тапхăрне хăрушлăхсăр ирттерсе ярас тĕллевпе район администрацийĕн 2019 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче кăларнă йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн ятарлă план çирĕплетнĕ.
Чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен район комиссийĕ нумаях пулмасть икĕ анлă лару ирттернĕ, унта 4 ыйту пăхса тухнă, шыв-шур вăхăтне ăнăçлă ирттерсе ярас енĕпе яваплă çынсене палăртнă.
ЧР çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Ефимов каланă тăрăх, Улатăр, Çĕрпỹ, Патăрьел районĕсенче çурхи шывсене авари хăрушлăхĕ кăларса тăратмасăр юхтарса яма май паракан мерăсем йышăннă, Шăмăршă, Йĕпреç, Вăрнар районĕсенчи гидротехника сооруженийĕсене çак ĕç-хĕле тивĕçлĕ пурнăçлама хатĕрлесе çитернĕ.
Пирĕн района илес пулсан, иртнĕ çулхи инкек-синкеке асра тытса, район администрацийĕн строительство, çурт- йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕ тăрăшнипе сахал мар ĕçсем туса ирттернĕ: çул çинчи юра тата çурт çивиттийĕсенчен кăнтарса тăракан шыв пăрĕсене (сосулька) тасатсах тăнă, проблемăллă çул участокĕсене тимлĕхре тытнă.
Район администрацийĕн вĕренỹ пайĕ шкулта вĕренекенсемпе, вĕсен ашшĕ- амăшĕпе шыв-шур вăхăтĕнче тимлĕ пулмалли çинчен калаçусем ирттерессине сăнаса тăрать. Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин «Гидроресурс» учрежденийĕ Палтиел тĕлĕнчи Хырла юханшывĕн гидротехника сооруженийĕнче çурхи шыва юхтарса тăмашкăн кирлĕ ĕçсем ирттерет.
Шăмăршăри тĕп больница учрежденийĕ шыв сарăлма пултаракан территорире çынсене чир-чĕртен сыхланма санитари тата гигиена ыйтнине çирĕп пăхăнассине сăнаса тăрĕ.
Шыв-шур вăхăтне инкек-синкексĕр ирттерсе ярас тĕллевпе ĕçлекен район комиссийĕ ял тăрăхĕсен администрацийĕсене те çак ĕçе явăçтарать, вĕсенчен те хăрушсăрлăхшăн çирĕп ыйтать.
Пурин те асăрхануллă пулмалла. Уйрăмах шкул ачисене çурхи каникул вăхăтĕнче тимлĕ пулмалли çинчен асăрхаттарсах тăмалла. Пирĕн, çитĕннисен, шыв-шур вăхăтĕнче вĕсене куçран вĕçертмелле мар. Пĕве е çырма хĕррине ачасем ан пыччăр. Çурхи шыв-шур ултавлă. Асăрхануллă пулар!
Г.ИВАНОВА.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"