Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ирхи кĕлĕ иртрĕ çĕнĕ чиркỹре

26 февраля 2019 г.

Ирхи кĕлĕ иртрĕ çĕнĕ чиркỹре

Февралĕн 23-мĕшĕнче Раççейре, çав шутра пирĕн республикăра та, Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисен кунне анлăн уявласа ирттерчĕç. Пирĕн районти православи тĕнне ĕненекенсемшĕн вара çак кун тепĕр савăнăçлă пулăмпа та палăрса юлчĕ: Шăмăршăри Христос çуралнă ятпа лартнă çĕнĕ чиркỹре пĕрремĕш хут ирхи кĕлĕ иртрĕ.


Турра ĕненекенсем хаклă саманта, паллах, чăтăмсăррăн кĕтнĕччĕ. Çак кун райцентрти Космовский урамĕнчи хулари евĕрлех пысăк та илемлĕ чиркĕве халăх 7 сехет тĕлнех йышлăн пухăнма пуçларĕ. Часах Улатăртан Феодор епископ та епархири ытти священниксемпе пĕрле çитрĕ. Хамăр тăрăхри тата кỹршĕллĕ районсенчи священниксем те пĕрин хыççăн тепри ирхи кĕлле килчĕç.


Тĕне ĕненекенсем - вĕсем хушшинче çамрăксем те, пĕчĕк ачаллă хĕрарăмсем те, ватăсемпе инвалидсем те, вăтамçулти çынсем те пулчĕç - Турă çуртне кĕрсенех кунти илемлĕхрен те, урайсемпе маччасен анлăшĕнчен те, хор юрламалли çỹллĕ балконран та тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç. Шап-шурă та çỹллĕ стенасем çинчи пысăк та хитре иконăсем те, алтарь умĕнчи турăшсемлĕ ылтăн-кĕмĕл тĕспе çиçекен клирос та Турра ĕненекенсен чун-чĕрине савăнăç кỹчĕç. Çак чиркĕвĕн настоятелĕ, районти священниксен благочиннăйĕ Николай Чувашов протоиерей храм капăр тата халăхшăн хăтлă пултăр тесе чылай çул ырми-канми ĕçлени тỹрех сисĕнчĕ. 


8 сехет тĕлне тĕп хуларан Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава священниксемпе пĕрле çитрĕ. Ăна Улатăр епископĕ Феодор, «Христос çурални» чиркỹ настоятелĕ Николай протоиерей, священниксем, Турра ĕненекенсем (вĕсем Тутарстанран та, Ульяновск облаçĕнчен те, кỹршĕллĕ районсенчен те пулчĕç) питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕç. Кун хыççăн пурте чиркĕве кĕчĕç.Священниксем, Варнава митрополит ертсе пынипе, çĕнĕ храма кĕл туса тасатрĕç, Турă шывĕпе сапрĕç. 


Малалла вара, Варнава митрополит ертсе пынипе, Турă çуртĕнче литурги кĕлли пуçланчĕ. Алтарьте священниксем тата çỹлти шурă балконри хĕрарăмсен хорĕ пĕр-пĕринпе ылмашăнса питĕ илемлĕн юрлани ирхи кĕлле пухăннă çынсен чĕрисен хĕлĕхĕсене хускатса, чунĕсене савăнăçпа канăçлăх кỹчĕ. 


Маларах типĕ тытнă çынсем кĕлĕ вăхăтĕнче Турă ывăлĕн Христосăн таса Ỹчĕпе Юнне ăша илсе хăйсен чун-чĕрине, ỹт-пĕвне çĕнĕ вăй-хăватпа çирĕплетрĕç. 


Кĕлĕ вĕçленсен Улатăр епископĕ Феодор Шупашкар тата Чăваш митрополитне Варнавăна çĕнĕ чиркĕве уçма хутшăннăшăн, Турă çуртне тунă вăхăтра тĕрлĕ енлĕ пулăшу парса тăнăшăн, Шăмăршă районне килмессерен сăваплă объектра пулса усăллă канашсем парса хăварнăшăн, пархатарлă ĕç ăнăçлăхĕшĕн яланах Турра кĕл туса тăнăшăн хăйĕн тата тĕне ĕненекенсен ятĕнчен чун-чĕререн тав турĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ. Варнава митрополит ырă сăмахсемшĕн Феодор епископа тав сăмахĕсем каларĕ, епархи ĕçне малашне те Турă пиллĕхĕпе пурнăçласа пыма ăнăçу сунчĕ. 


Кун хыççăн Варнава митрополит паллă ентешĕмĕре – çĕнĕ чиркĕве тăвас ĕçе миллионĕ-миллионĕпе укçа хывнă, районти сăваплă объекта машини-машинипе строительство материалĕсем турттарнă ырă кăмăллă мецената - Ульяновскри «Свияжская строительная компания» ОООн директорсен совечĕн председательне Павел Батрова Чăваш митрополийĕн Авраамий Болгарский медалĕпе наградăларĕ. (Аса илтерме: район умĕнчи пархатарлă ĕçсемшĕн Павел Петровича 2017 çулхи октябрьте «Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят парса чысланă). Çĕнĕ чиркỹ тăвассине пысăк суммăллă укçа-тенкĕпе тивĕçтерсе тăнăшăн тата икĕ ентешĕмĕр - республикăри «ЮРМА» агрохолдингăн генеральнăй директорĕ Владимир Ермолаев тата Мускаври юридици корпорацийĕн президенчĕ Вячеслав Печников та çак сумлă медальсене тивĕçрĕç. 


Райцентра архитектура тĕлĕшĕнчен илем кỹрсе тăракан пилĕк куполлă çĕнĕ храм тăвас тесе çак чиркỹ настоятелĕ Николай Чувашов протоиерей нумай çул канăçа пĕлмесĕр тăрăшнă. Вăл священник тумне хывса, ĕç тум-тирне тăхăнса час-часах строительсемпе пĕрле ĕçленĕ, сăваплă çурт тăвасси проектпа смета документацийĕпе килĕшỹллĕн пытăр тесе кунĕ-кунĕпе объектра çаврăннă, строительсен бригадисен ĕç-хĕлне йĕркелесе-ертсе пынă. Турă тата халăх умĕнчи пархатарлă ĕçсемшĕн Феодор епископ Николай аттене сумлă наградăпа - Архиерей грамотипе чысларĕ. Маларах, 2017 çулта, тăрăшуллă настоятель тепĕр наградăна - священниксен илемлетнĕ хĕресне тивĕçнĕччĕ. 


Феодор епископ çавăн пекех Турă çуртне тума пулăшнисен пысăк ушкăнне Епархи грамотине парса хисеплерĕ. Вĕсем хушшинче - «Строитель» ОООн генеральнăй директорĕ, ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ Николай Быков, пĕртăван предпринимательсем - Александрпа Владимир Максимовсем тата ыттисем.


Малалла вара Христос çуралнă ятпа лартнă чиркỹ настоятелĕ Николай атте сăмах илчĕ. Вăл Варнава митрополита, Феодор епископа çĕнĕ чиркỹ тăвассинче тĕрлĕ енлĕ пулăшу парса тăнăшăн хăйĕн тата прихут çыннисен ятĕнчен чĕререн тав турĕ. Священник Турă çуртне тума пулăшнă çынсене пурне те тав сăмахĕсем каларĕ, ырă ĕç Турă пиллĕхĕпе таврăнассине асăнчĕ. Пархатарлă ĕçе хутшăннисене Николай атте чиркỹ прихучĕн Тав хутне парса хавхалантарчĕ. 


Православи тĕнне ĕненекенсем çĕнĕ чиркỹри кĕлĕрен чун-чĕрепе çирĕпленсе, Турă пиллĕхне илсе тухрĕç, пурнăçри тĕрлĕ йывăрлăхсене чăтăмлăн çĕнтерсе пыма çĕнĕ вăй-хăват илчĕç. Кĕлĕ пынă вăхăтра районти полици уйрăмĕн ГИБДД службин сотрудникĕсем Космовский урамĕнче халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерсе тăни те вĕсене савăнтарчĕ. 


Ульяновскран килнĕ ентешсем ирхи кĕлле пынă çынсене чиркỹ умĕнче тỹлевсĕрех салтаксен тутлă пăттипе, вĕри чейпе сăйларĕç. Çак ĕçе Павел Батров меценат йĕркеленĕ. 


Çапла вара, çĕнĕ чиркỹри пирвайхи кĕлĕ Турра ĕненекенсемшĕн чылайлăха асра юлмалла иртрĕ. Турă пиллĕхĕпе, Николай атте тăрăшулăхĕпе кĕлĕсем малашне те пĕр тикĕс пырĕç. 


Çĕнĕ чиркỹре тумалли ĕçсем татах та пур-ха. Николай атте чиркỹ чанне вырнаçтарма, Турă çурчĕн шалти стенисене Библи сюжечĕсен ỹкерчĕкĕсемпе илемлетме, чиркỹ йĕри-таврашне плиткăсем сарса тикĕслеме ĕмĕтленет. Ырă çынсем малашне те укçа- тенкĕпе пулăшасса священник çирĕп ĕненет. 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика