Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хут купăса тăсар-и, Çĕн кун юрри пуçлар-и…

13 марта 2019 г.

Хут купăса тăсар-и, Çĕн кун юрри пуçлар-и…

ИРТНĔ эрне культура мероприятийĕсемпе пуян пулчĕ. Вĕсенчен пĕри - сивĕ хĕл кунĕсемпе сыв пуллашса çуркуннене кĕтсе илни - чĕрере уйрăмах ырă та хавас кăмăл-туйăм вăратрĕ.

Йăлана кĕнĕ уяв Çăварни эрнипе тата Хĕрарăмсен кунĕпе пĕр килнĕрен район центрĕнчи Культура Керменĕ умĕнчи лапама ватти-вĕтти йышлă пуçтарăнчĕ. Иртенпех ял çинче вырăс тата чăваш халăх юрри-кĕвви янăраса тăни, тин çеç ăшаланă вĕри икерчĕ-шашлăкăн техĕмлĕ шăрши пурне те илĕртсе тăчĕ. Хĕвелĕ те кăн-кăвак тỹперен пирĕнпе пĕрле кунĕпех савăнчĕ. 

Уява пухăннисене Хĕрарăмсен кунĕ тата Çăварни ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, район пуçлăхĕ Менир Хамдеев ăшшăн саламларĕç, çемьере юрату, телей, ĕçре çитĕнỹсем туса пыма çирĕп сывлăх сунчĕç.

Хĕл паллине - Катемпие - çунтарса янă хыççăн Çуркунне уява килнĕ хăнасене хăйĕн ытамне илчĕ - юрă-ташăпа кăмăл-туйăма çĕклентерчĕ. Ăна çак енĕпе хастар пулăшакансем: Шăмăршăри Культура Керменĕн ĕçченĕсем, Васан, Карапай Шăмăршă, Пуянкасси, Пăчăрлă Пашьел, Анат Чаткас, Чукал, Кивĕ Чукал ял тăрăхĕсен Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх коллективĕсем пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухрĕç. Анлă уяв программине «Антонина» тата «Фламинго» ача-пăча ташă ушкăнĕсем пуçларĕç. Хĕрачасем Çăварнипе çыхăннă «Блиночки» юрра илемлĕ шăрантарчĕç. Çапла темччен хавас юрă- кĕвĕ сарăлчĕ таврана.

Уйрăмах халăха кĕмĕл купăс сасси тыткăнлать. Унăн кĕвви çав-çавах калама çук асамлă та хăйне евĕр илĕртỹллĕ. Карапай Шăмăршăран килнĕ хĕрарăмсен ушкăнĕ купăс кĕввипе такмаксем калама пуçласан ташлама тухмасăр тăма май çук. Виталий Петрович Столяров купăсçă кĕркунне 80 çул тултарчĕ пулин те, кăçал та хут купăспа вут-хĕм кăларса ташă кĕввисем шăрантарать-ха. Тепĕр çамрăк аякра тăтăр! Малашне те сывлăх пултăрах хисеплĕ ĕç ветеранне ял-йыша çапла савăнтармашкăн!

Ташă тенĕрен, ытларах ачасем савăнтараççĕ пире çак жанрпа. Кивĕ Чукалти хĕрарăмсем шерепеллĕ, çеçкеллĕ пысăк тутăрĕсене хулпуççи çине хурса акăш евĕр ярăнса тухни пурне те тĕлĕнтерчĕ: чăн-чăн вырăс пикисем евĕр курăнчĕç вĕсем лапамра - йăл кулăпа, ытармалла мар илемпе çиçсе тăчĕ вĕсен чипер сăн-сăпачĕ. Хусканăвĕсем те калама çук килĕшỹллĕ! Çак ялтан килнĕ арçынсен юрă ансамбльне çитекен те пулмарĕ - «Алла купăс парăр-ха» юрра епле çĕкленỹллĕ кăмăлпа шăрантарчĕç кивчукалсем!

Кăçалхи Хĕле ăсатнă мероприяти икерчĕпе нихçанхинчен пуян пулчĕ - темиçе сĕтел çинче ял тăрăхĕсем вĕри икерчĕпе чей сĕнеççĕ. Пылпа, хăймапа, тĕрлĕ пылак çимĕçпе тутанса пăхма пулать хĕвеле аса илтерекен çаврака пĕлĕм-икерче. Ялти библиотекăсем те активлă хутшăннă икерчĕ конкурсне - мĕн тĕрлине кăна шутласа кăларман! «Ача-пăча валли хатĕрленĕ икерчĕ» номинацире Анат Чаткас ял тăрăхĕн ушкăнĕ тăратнă «Хĕвел çаврăнăшĕ» тата «Дюймовочка» икерчĕсене жюри чи лайăххисем тесе палăртрĕ. Пуянкассипе Палтиел ял тăрăхĕсем - призерсем. «Ăшне тултарнă икерчĕ («Блин с начинкой») номинацире вара пашьелсем çĕнтерчĕç. Патирекри И.Крылова тата Васанти Е.Исметова - 2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсене пайларĕç. Икерчĕпе тĕрлĕ композици шутласа тупакан ăстасене те: А.Егорована - «Салам, Çуркунне!», «Мешочек с сюрпризом» (Васан), А.Смаевана - «Колодец со сметаной» (Ярăслав) Хисеп грамотипе хавхалантарчĕç. Пурне те асăнса пĕтерме май та çук - пурте маттур, пултаруллă.

Уйрăм солистсенчен Елена Муравьевана (Виçпỹрт Шăмăршă), Анат Чаткас ял тăрăхĕнчен килнĕ Наталия Ильинана асăнса хăварас килет. Епле илемлĕ те çĕкленỹллĕ туйăмпа шăрантарчĕ Наталия Николаевна «Урапи кусать» тата «Кĕтрĕм эп сана» юрăсене - итлесе тăранаймастăн!

Яланхи пекех, спорт ăмăртăвĕсем те (дартс, армреслинг, кире пуканĕ йăтасси, ушкăнпа канат туртасси, михĕсемпе «çапăçасси») питĕ активлă та хĕрỹ иртрĕç.

Çавăн пекех сивĕ хĕле Анат Чаткас, Кивĕ Чукал ял тăрăхĕсенче те хавас юрă-кĕвĕпе, катаччи ярăнса ăсатрĕç.

Çапла хĕле ĕмĕртен пыракан халăх йăли-йĕркипе ăсатрăмăр - хаваслă юрă-кĕвĕпе Çуркуннене ыйхăран вăратрăмăр. 

Г.ИВАНОВА.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика