Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Учитель пулнăшăн савăнатăп»

07 сентября 2018 г.

«Учитель пулнăшăн савăнатăп»

ПАТИРЕК шкулне эпĕ 1970 çулта август уйăхĕн вĕçĕнче килсе çитрĕм. Паянхи пекех астăватăп çав куна. Хам эпĕ Канаш районĕнчен. Канашра автобус çине лартăм та Шăмăршă еннелле вĕçтертĕм. Ку таранччен çак тăрăхра пулса курманччĕ-ха. 
Çитрĕм Шăмăрша. Роно çуртне шыраса тупрăм. Ун чухне роно заведующийĕнче Харитон Константинович Яковлев ĕçлетчĕ. Коридорта çав вăхăтра пĕр арçын каллĕ-маллĕ утса çỹретчĕ. 
- Ман пата пĕр учительница килмеллеччĕ, çитеймерĕ-ха, - тет хăй. 
Эпĕ вара: 
- Эсир мана кĕтместĕр-ши? - терĕм. 
Вăл мана роно заведующийĕн кабинетне çавăтсах илсе кайрĕ.
Унта эпĕ сĕтел çине направлени тата ытти документсем хутăм. 
Мана кабинета çавăтса кĕрекенни Патирек шкул директорĕ Фазулла Несибуллович Идрисов пулнă иккен. Кайран вăл мана колхоз председателĕн «Волга» автомашини çине лартса ячĕ, хăй вара Шăмăршăра юлчĕ. Машина çине ларнă чухне мана алăпа çырнă хут татки тыттарчĕ, ăна шкула çитсен хăйĕн мăшăрне пама хушрĕ. 
Пыратпăр машинăпа. Пирĕн хыçран тусан вĕçет (ун чухне асфальт çул пулман). Шкула кĕрсен хампа паллаштартăм. Учительсем те хăйсемпе паллаштарчĕç. Директор парса янă хута мăшăрне патăм. Унта вăл мана хăйсем патне илсе кайма хушнă иккен. Çапла эпĕ вĕсен патĕнче хăна пултăм, çĕр каçрăм. 
Тепĕр кун киле япаласене илме кайрăм. Мана чăваш Катюк аппа патне хваттере ячĕç. 
Акă кĕтнĕ кун - сентябрĕн 1-мĕшĕ çитрĕ. Пĕрремĕш çул манăн вăрăмлатнă кун ушкăнĕн (группа продленного дня) воспитателĕнче ĕçлеме тиврĕ. Ачасене ирхи кỹлĕм пуян опытлă Ферях Низамович Мансуров вĕрентетчĕ. Мана, çамрăк учителе, ĕçре яланах пулăшатчĕ. 
Тепĕр çул мана та 1-мĕш класс пачĕç. Класра тутар, чăваш, вырăс ачисем пĕрле вĕренетчĕç. Тутарсем йышлăрахчĕ. Çав çулсенче ялта садик пулман. Тутар, чăваш ачисем вырăсла пĕлместчĕç. Эпĕ вара тутарла пĕлместĕп, çавăнпа малтанхи çулсенче вĕсемпе ĕçлеме йывăрччĕ. 
Пĕррехинче директор мана «Русско-татарский словарь» тыттарчĕ те: «Вĕренĕр тутарла калаçма»,- терĕ. Çапла эпĕ - тутарла, тутар ачисем - вырăсла калаçма вĕренсе пытăмăр. Пĕр çулталăк хушшинче самаях ăнланакан, калаçакан пулса çитрĕм. 
Çав çулсенче учительсем пур çĕрте те малти ретре пулма тăрăшнă. Çуллахи вăхăтра ток (йĕтем) çине кайса тыр- пул пухса кĕртекенсене хавхалантарса листовкăсем кăларнă, культура ĕçченĕсемпе пĕрле концертсем лартнă. 
Пĕтĕм шкул коллективĕ кашни çул пултарулăх смотр-отчетне хутшăнатчĕ, халăха юрă-ташăпа савăнтаратчĕ. Концертпа кỹршĕ ялсене те тухса çỹренĕ. 
Каç пулсан çамрăксем ялти клуба пуçтарăннă. Унта кино курнă, юрăсем юрланă, вăйăсем вылянă, купăспа такмак каласа ташланă. Пĕр купăсçă ывăнсан купăса тепри ярса тытатчĕ. 
Эпĕ ĕçлеме пуçланă çулсенче шкул кивелсе кайнă 3 йывăç çуртра вырнаçнăччĕ. Пысăк тăхтав вăхăтĕнче сахăр песукĕпе чей ĕçтеретчĕç. Хĕлле классене вутă хутса ăшăтатчĕç. Вуттине техничкăсем çулла хатĕрлесе хунă. Малтанхи çулсенче класра ачасем нумайччĕ - 25-30 вĕренекен. Каярах сахалланса пычĕç. Çамрăк çулсенче манпа пĕрле Мухлисе Касимовна Сейфутдинова, каярахпа Ят-сум Пурнăç тĕрекĕ - çемье Менире Кешаповна Ялалтдинова, Люция Гамиловна Феизова килчĕç. Вĕсемпе яланах килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлесе пытăмăр. 
Хам Канаш районĕнчи Сухайкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ. Пирĕн çемьере 5 ача пулнă. Эпĕ - чи асли. Мĕн пĕчĕкрен учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Пĕрремĕш учительницăна питĕ килĕштереттĕм, çавăнпа та ялти 8 класлă шкула пĕтерсен Канашри педагогика училищине вĕренме кĕтĕм. Ăна пĕтернĕ хыççăн мана Шăмăршă районне ĕçлеме ячĕç. Пати- рек шкулĕнчи кĕçĕн класс ачисене 37 çул вĕрентрĕм. Ĕçри çитĕнỹсемшĕн район, республика тата Раççей Федерацийĕн Хисеп грамотисем парса чысларĕç. Эпĕ вĕрентсе кăларнă ачасем халĕ учитель, врач, çар çынни пулса ĕçлеççĕ. 
Мăшăрпа 2 ача пăхса ỹстертĕмĕр. Шел, мăшăрăм йывăр чире пула 14 çул каялла пиртен уйрăлса кайрĕ... Аслă ывăл - Андрей - Тольяттире пурăнать. Вĕсен пĕр хĕр çитĕнет. Ирина хĕрĕмĕн çемйинче 2 хĕр: Настя тата Аня. Настя университетра врач пулма вĕренет, Аня 10-мĕш класа каять – 9-мĕш класа «5» паллăсемпе çеç вĕçлерĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендиачĕ. 
Пушă вăхăтра тĕрĕ тĕрлеме, çыхма юрататăп. Малтанласа хĕреслетсе тĕрлеттĕм. Халĕ алмаз тĕррисем тăватăп. Тата эпĕ чечексем юрататăп. Пахчара та, пỹртре те тĕрлĕ чечек ỹстеретĕп. 
Учитель профессине суйласа илнишĕн пĕрре те кулянмастăп. Хамăн вăй-хала, вăхăта ачасене вĕрентес тата воспитани парас ĕçре ирттернĕшĕн савăнатăп. 
Л.ФЕДОРОВА, 
Патирек ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика