06 сентября 2018 г.
«ĔÇчен алă валли яланах ĕç тупăнать», - теççĕ халăхра. Акă Пуянкасси ялĕнче пурăнакан Николай Антонов та ачаран ĕçпе ỹснĕ. Ашшĕ-амăшĕ - Виталий Николаевичпа Лидия Петровна - кил-хуçалăхĕнчи пур ĕçе те: выльăх-чĕрлĕх пăхма, пахча çимĕç çитĕнтерме, - ачисене пĕчĕкренех явăçтарнă.
Коля вăтам шкула «4» тата «5» паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн (1985 ç) вырма вăхăтĕнче «Правда» колхозра комбайнер помощникĕ пулса ĕçленĕ (шкулта «Трактор» предмечĕ вĕрентни ялта питĕ кирлĕ!). Салтак тивĕçне 2 çул пурнăçланă хыççăн пулас профессине те ял хуçалăхĕпе çыхăннине суйласа илнĕ - Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумĕнче инженер-механик специальноçĕпе диплом илнĕ.
Малтанхи çулсенче колхозра тĕрлĕ должноçра тăрăшнă: диспетчер, заправщик. Колхоз салансан Н.Антонов та ĕçсĕр тăрса юлнă. Пĕр вăхăт çемйипе Шупашкарта та пурăнса пăхнă... Анчах тăван çĕр хăйĕн патнех туртнă. Каларăшри пек, ăçта çуралнă – унтах вырăнлă пулмалла.
2002 çулта, ашшĕ-амăшĕпе канашланă хыççăн, пай çĕрĕсене ĕçе кĕртме шутлать Николай. Тепĕр çул фермер хуçалăх ертỹçин докуменчĕсене хатĕрлесе çитерет, çĕр хуçи пулса тăрать.
2003 çулта Николай Витальевичăн çĕр лаптăкĕ 38 гектара çитет. Унта çĕр улми, сахăр чĕкĕнтĕрĕ, тыр-пул тата утă валли нумай çул ỹсекен курăксем акса ỹстерет. Пирĕн тăрăхра тыр-пул çитĕнтерсе тупăшлă пулаймастăн. Ăна выльăх витĕр кăларсан кăна уссине курма пулать. Çапла вăл выльăх-чĕрлĕх йышне çулсерен ỹстерсе пырать. Паянхи кун тĕлне Антоновсен кил-хуçалăхĕнче 14 пуç ĕне-выльăх (6 сăвăнакан ĕне, 2 пушмак пăру, вăкăрсем, кăçалхи пăрусем), 7 сысна ами - тата икĕ теçетке ытла çурасем. Кун пек чухне ял хуçалăх техникисĕр - алăсăр пекех. Çавăнпа та вĕсен, комбайнсăр пуçне, çĕрпе ĕçлемелли пĕтĕм техника пур: сеялка, копалка, косилка, пресс-подборщик, плуг, сỹресем. Тăватă çул каялла Грантпа тивĕçнĕ «Беларусь» тракторĕ çинчен çу каçипе те анмасть тесен те юрать. Унпа ака та тăвать, вырма ĕçĕсем те ирттерет, йăран- сене хăпартать, кăпкалатать, тыр-пул турттарать... Пур техникăпа та хăй ĕçлет. Пĕтĕм ĕçе çемйипе пурнăçласа пыраççĕ. Агрономĕ, инженерĕ, зоотех- никĕ, ветеринарĕ те - хăйсемех. Ирхине 4 сехетре выльăх патне тухса мĕн каçчен картишĕнче, пахчара, уй-хирте кун ирттереççĕ. Аслă ăрури Антоновсем те кун каçа хуçалăхра тăрмашаççĕ. Виталий Николаевич хурт-хăмăрпа аппаланать, кроликсем пăхать - вĕсен хисепĕ аллăран та иртет. Лидия Петровна чăх-чĕп, кăрккасемпе бройлер чĕпписен хуçи. Кăркка амисем çу каçипе 2-3 хут та пусма лараççĕ, кашнинчех 15-18-шер чĕпĕ кăлараççĕ.
- Ялти пурнăç çĕр ĕçĕпе, хамăр вăя шанса пурăнма вĕрентет. Ачасем те, мăнуксем те ĕçе хăнăхса ỹсни савăнтарать, - калаçать сăпайлă та çепĕç кăмăллă кил хуçи хĕрарăмĕ.
Николайпа Людмила Антоновсен - виçĕ ывăл. Асли - ăна та мăн аслашшĕ ячĕпе Коля ят хунă - Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕскер, халĕ Шупашкарта ĕçлет. Студент чухне çу каçипех ашшĕ-амăшне фермер ĕçĕнче пулăшнă. Вăталăх ывăлĕ Владик та - ЧГУ-ри радиотехника факультечĕн 2-мĕш курс студенчĕ - çуллахи каникул вăхăтĕнче ир-ирех выльăхсене пăхма тухать. Вунă çулхи кĕçĕн ывăлĕ Костя та пĕр ĕçрен те пăрăнса юлмасть - аслисемпе пĕр тан ĕçлет.
Антоновсен йышлă та туслă çемйинче арçын е хĕрарăм ĕçĕ тесе уйăрса тăмаççĕ. Людмила кинĕ 6 ĕнене алă вĕççĕн сума ĕлкĕреймесен Николай та ỹркенсе тăмасть. Вăл та тул çутăлсанах выльăхсем патĕнче тăрмашать. Ирхи ĕçсем пĕтсен вара - хире. Халĕ вĕсем усă куракан çĕр лаптăкĕ 20 гектар йышăнать. Унта урпа, чĕкĕнтĕр çитĕнтереççĕ, утă çулса илеççĕ.
Çĕре юратса ĕçлеççĕ вĕсем. Хăйсен çĕр лаптăкне минераллă удобренисемпе, тислĕкпе апатлантарсах тăраççĕ. Пусă çаврăнăшне те пĕлсе йĕркелесе пыраççĕ.
Николай Витальевич мăшăрĕпе пĕрлешни кăçал 25 çул çитет. Хăйĕн çемйипе тăван килĕнче ашшĕ-амăшĕпе пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем. Пуянкассине кĕнĕ çĕрте хăйсем те кермен пек çурт çавăрнă, куçмалли кăна юлнă. Ватăсемпе пурăнма та нихăçан те тăкăс пулман - аслисем ăспа та, хăйсен тĕслĕхĕпе те ыррине кăна вĕрентеççĕ.
Виçĕмкун Николай Антонов 50 çулхи юбилейне паллă турĕ. Хăй çинчен çырассине пĕлтерсен, сăпайлăскер, ман шухăша хирĕçлесе, çапла каласа хучĕ:
- Нимĕн мухтанмалли те çук пирĕн. Ялта пурте ĕçлеççĕ, эпир те ĕçсĕр тăмастпăр.
Çаплаччĕ вăл Николай шкулта вĕреннĕ çулсенче те. Ытлашши сăмах ваклама юратмастчĕ, хушнă ĕçе пысăк яваплăхпа, тăрăшса пурнăçлатчĕ. Ашшĕ-амăшĕ хăнăхтарнă çирĕп йĕркерен халĕ те пăрăнмасть. Ырă кăмăлĕ те ача чухнехи пекех иксĕлми.
Çакăн пек ăшă чунлă çĕр ĕçченĕсене курсан, тем пек хĕпĕртетĕп. «Малашлăх шанчăклă алăра», - шутлатăп савăнса.
Г.ИВАНОВА.