Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул лайăх - кăмăл савăк

13 июля 2018 г.

dscn5472.jpg

 
ЯЛА пулăшмалли пирки çĕршыв шайĕнчех шухăшлани пыра-киле пирĕн нушасем чаксах пырасса шанма май парать. Паллах, ялта чи пысăк нуша яланах çул ыйтăвĕ пулнă. Ял çыннисем кашни суйлав умĕн кандидатсене çул тăвас ĕçе хăвăртлатма ыйтатчĕç. Шел, суйлав иртсен халăх шаннă çынсем хăйсем сăмах панине манса каятчĕç. 
Кăçал лару-тăру лайăх енне улшăнасса кĕтетпĕр. Федерацин тĕллевлĕ «Ял территорийĕсене шанчăклăн аталантарасси» программипе килĕшỹллĕн пирĕн ялсенче автомобиль çулĕсем тума Чăваш Республикин бюджетĕнчен 47072,9 пин тенкĕ уйăрнă. Республика субсидийĕсене софинансировани тума (саплаштарма) ял тăрăхĕсен бюджечĕсенче те 2477,5 пин тенкĕ укçа тупăннă. Çак укçапа Пăчăрлă Пашьелĕнчи Советсен урамĕнче 1,255 километр, Палтиелĕнчи Тукай урамĕнче 1,000 километр, Вырăс Чукалĕнчи Октябрь урамĕнче 0,700 километр, Виçпỹрт Шăмăршăри Бараев урамĕнче 1,800 километр, Кивĕ Чукалти Комсомол, Пионер тата Сосновка урамĕсене 1,231 километр çул тумалла. 
2018 çулта вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене юсама 11444,1 пин тенкĕ уйăрнă. «Палтиел - Патирек - Яманчурел карьерĕ» автомобиль çулне юсама (пурĕ 660 метр тăрăшшĕ) 1815,6 пин тенкĕпе, «Шăмăршă - Çĕнĕ Шăмăршă - Васан» автомобиль çулне юсама (1,248 километр) 3585,2 пин тенкĕпе, «Пăчăрлă Пашьел - Вырăс Чукал» çула юсама (2,079 километр) 6043,3 пин тенкĕпе усă курма пăхнă. 
Çул тăвакансем мĕн çуркуннеренпех хăйсене çирĕплетсе панă задание пурнăçлассишĕн хĕрỹ ĕçлеççĕ. Кашни километр çул ял çыннисене савăнăç кỹрет: малашне тỹрĕ те такăр çулпа çỹреме пуçлăпăр, автомашинăсем ванас-çĕмĕрĕлес хăрушлăх та чакĕ. 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика