Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăл – телейлĕ хĕрарăм...

23 марта 2013 г.

Юратнă вĕрентекенĕмĕре, хисеплĕ ĕçтешĕмĕре, Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенне – Людмила Петровна КРАСНОВАНА – 50 çулхи юбилейпе!

Пĕлÿ карапĕн штурвалне

Алран ямастăн ĕмĕрне.

Çĕршер-пиншер вĕренекене

Çитертĕн пурнăç утравне.

Хĕмлентерсе мĕн пур чуна

Çĕклен чăвашлăх тĕнчине.

Пархатарлă ĕçĕршĕн, ырă кăмăлăршăн тайма пуç Сире,

Людмила Петровна!

Чĕререн сума суса – юратнă вĕренекенĕрсем, хисеплекен ĕçтешĕрсем, эсир тĕрлĕ çулсенче вĕрентнĕ ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ.

Пурте пур унра: çут çанталăк панă илем, хĕрарăмла çепĕçлĕх, ăшпиллĕх, ĕçченлĕх... Ĕçченлĕх тенĕрен, шăпах çак ен çемьере - юратнă, ял-йыш хушшинче хисеплĕ çын пулма çул уçса панă ăна.

Сăмах Анат Чаткасра çуралса ÿснĕ, халĕ Пуянкассинче пурăнакан Л.П.Краснова пирки.

Раиса Дмитриевнăпа Петр Данилович Воробьевсен йышлă çемйинче çуралса ÿснĕ Людмила Петровна. Пилĕк ачаран иккĕмĕш вăл. Тетĕшĕпе шăллĕшĕн, икĕ йăмăкĕшĕн ĕмĕтри сăнар вырăнĕнчех шутланнă Людмила. Пĕчĕклех тĕрлеме, çĕлеме ăста пулнă. 8-мĕш класра (!) чухнех хăй аллипех касса кĕрĕк çĕлесе тăхăннă. Ялти вăтам шкулта "4" тата "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. Çăмăл атлетсен тата йĕлтĕрçĕсен районти тата республикăри шайĕсенчи ăмăртăвĕсенче шкул чысне хÿтĕленĕ. "Вĕренÿшĕн" хаçатăн редколлегийĕн пултаруллă членĕ пулнă.

Тăван халăхăн йăли-йĕркине, чĕлхине чунтан саваканскер, шкул хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи тата культурологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Çапла чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ пулса тăрать Людмила Воробьева.

Педагогика ĕçĕн биографийĕ унăн 1986-мĕш çулта Тутарстанри чăваш ялĕнче пуçланнă. Çамрăк специалист ун чухнех ÿсĕм çулĕпе утнă. Вăл ертсе пыракан драма кружокĕн членĕсем В.Ржановăн "Тĕнче çаврăнать" драмипе Хусанта иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

1990-мĕш çулта Л.Краснова тăван района куçать. Пуянкасси вăтам шкулĕнче вĕрентме пуçлать. Паян кун кунтах тимлет. Ачасемпе, ашшĕ-амăшĕпе пĕр чĕлхе тупма пĕлни, профессилле ăсталăх Людмила Петровнăна ÿсĕм картлашки çине çĕкленме пулăшаççĕ. Районти предмет олимпиадисенче, наукăпа практика конференцийĕсенче, пултарулăх конкурсĕсенче Л.Краснован вĕренекенĕсем малти вырăнсене йышăнаççĕ. Республика шайĕнчи олимпиадăсенче те пĕрре мар призерсен шутне кĕнĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче кăна Пуянкасси ачисем наукăпа практика конференцийĕнче – 4, олимпиадăра – 3 çĕнтерÿçĕпе призер пулса тăнă. "Ман тăван кĕтесĕм", "Сталинград патĕнче çапăçу пулса иртнĕренпе – 70 çул" ятсемпе йĕркеленĕ сочиненисен конкурсĕсенче (2-вырăн) республика шайĕнчех палăрнă.

Темиçе çул каялла йĕркеленĕ "Ахаяс" фольклор ушкăнĕ Чăваш чĕлхи кунне, календарьлă йăла-йĕркене халалланă уявсенче халăхăмăрăн иксĕлми пултарулăхне кăтартма хевте çитерчĕ. Видеокамерăпа ÿкернĕ çак самантсемпе республикăри учительсен пĕлĕвне ÿстерекен институтра та анлăн усă кураççĕ.

Вĕрентÿ ĕçĕнче çĕнĕ технологипе усă курни пĕлтерĕшлĕ. Кластер, синквэйн, концепт, иккĕллĕ тата виççĕллĕ дневниксем, сăнав-тĕпчев меслечĕ аслă категориллĕ вĕрентекеншĕн тĕп вырăнта. Паянхи куншăн компьютер – пысăк çăмăллăх. Вĕренÿ кабинечĕ те хальхи пурнăç ыйтăвне тивĕçтерет. Сăмах май, 1998 çулта республика конкурсĕнче Л.Краснован ĕç кабинечĕ "Чăваш чĕлхипе литературин чи лайăх пÿлĕмĕ" ята тивĕçнĕ.

Тĕлĕнме кирлĕ мар, тăрăшуллă педагогăн вĕренекенĕсем юратнă çыннин профессине суйласа илеççĕ. Республикăри наци лицейĕнче кăна çирĕме яхăн шкул ачи чăваш филологи уйрăмĕнче ăс пухрĕ. Икĕ теçетке ытла çамрăк И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологипе культура, журналистика факультечĕсенче специальноç алла илнĕ.

Л.П.Красновăн ĕç опычĕ анлă сарăлнă. Вăл – районти "Çулталăк учителĕ - 2005" конкурс çĕнтерÿçи. Республикăра та хăйне çÿллĕ шайра кăтартнă. Çапла, Людмила Петровна – ĕçе чунтан парăннă çын.

Ĕçне кура – хисепĕ. Пултаруллă вĕрентекене район тата республика шайĕнче тĕрлĕ Грамотăпа чысланă. Людмила Петровна Краснова – Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан хисеплĕ ĕçченĕ (2005 ç.). Чи пысăк награда вара – ачасен юратăвĕ, ашшĕ-амăшĕн хисепĕ.

Людмила Петровнăна ĕçре пулăшса, хавхалантарса тăраканни – мăшăрĕ, Владимир Петрович. Вăл та çÿлерех асăннă предметсемпе тата тăван ен культурипе вĕрентет. Мăшăр Пуянкасси шкулĕнче пĕрле ĕçлерĕ. Халĕ Владимир Петрович Васанта тăрăшать. Вĕсен телейне тултараканĕ – ывăлĕ, Роман. Вăл район администрацийĕнче вăй хурать, çемьеллĕ, мăшăрĕпе икĕ ача ÿстерет. Икĕ мăнук – Камиллăпа Арсений – асламăшĕпе аслашшĕн виçесĕр пысăк савăнăçĕ. Ĕçри ÿсĕм çăл куçĕ вара – çемье телейĕнче.

Çак кунсенче 50 çул тултарнă Людмила Петровна Краснова чăннипех те телейлисен шутĕнче.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика