Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çут çанталăк илемĕ

16 марта 2013 г.

ÇАКĂН пек ятпа иртнĕ Виçпÿрт Шăмăршăри пуçламăш шкул-ача садĕнчи ÿкерчĕксен куравĕ.

Ăна пуçламăш классенче вĕренекенсен ÿкерчĕкĕсенчен йĕркеленĕ. Çут çанталăк тĕрлĕ тапхăрне хут çине куçарнă ачасем. Тăван тавралăх илемне, ăна куçпа курса чунпа туйса илнине туллин кăтартса панă.

Е.Мульдюковăн "Çуллахи çумăр", "Вăрман уçланкинче", Е.Семеновăн "Хĕллехи кун", М.Гладковăн "Кайăксен тусĕсем" ÿкерчĕкĕсем куракансене питĕ килĕшнĕ.

Кăçал – Тавралăха хÿтĕлемелли çул. Ку енĕпе те кунта сахал мар мероприятисем, конкурссем иртеççĕ. Вĕсенче вĕренекенсене çут çанталăк пуянлăхне упрама, тавралăха сыхламалли çинчен аса илтерсех тăраççĕ. Хамăр пурăнакан тăрăха яланах тирпейлĕхпе тасалăхра тытмалли çинчен те калаçаççĕ.

Пĕчĕкрен çуралнă тăрăха чун-чĕрепе юратса çитĕнекен каярах та йывăçсем лартса, чечексем çитĕнтерсе урамсемпе пахчасенче илем тăвасси çине алă сулмĕ. Уншăн шăнкăртатса юхакан çăл куç, кĕрлесе выртакан юхан шыв та яланах асра пулĕ. Аслисен вара ачасене ырă ĕç тума, тавралăха хÿтĕлеме вĕрентсе пымалла. Ку – пирĕн тивĕç.

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика