Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн яла пырса кĕрсен...

16 февраля 2013 г.

РАЙОНТА алă ĕç ăстисем сахалăн мар. Тĕрлекен, çыхакан хĕр-хĕрарăмăн, тĕрлĕ эрешсем касакан, ăсталакан каччăсемпе арçынсен пултарулăхĕпе ăсталăхне куравсенче час-часах курма пулать.

Пуянкассипе Кахăрлă Шăхаль ялĕсенче пурăнакан ăстасен ĕçĕсемпе паллашма Чăваш радио корреспонденчĕ Галина Вастрюкова килсе кайрĕ. Çак ялсенчи ăстасем хăйсен ĕçĕсемпе ялти библиотекăна пухăнчĕç. Кунта чĕнтĕр çыхакан, вĕтĕ шăрçаран ăпăр-тапăр тăвакан, çăм арлакан, мăй çыххи, тевет, шÿлкеме ăсталакан тата ыттипе интересленекен хĕрарăмсем "Ахаяс" фольклор ушкăнĕ юрлакан юрăсене итленĕ май алă ĕçĕсене пурнăçларĕç. Вĕсем хушшинче Анисия Тимофеева, Ираида Никифорова, Галина Андреева, Александра Мресова, Эмилия Андреева, Людмила Тимофеева пулчĕç. Паллах, ку тăрăхра ăстасем татах та нумай, пурте пухăнайман. Çак ушкăнрах çăм арласа ларакан Федор Тимофеева курни хытах тĕлĕнтерчĕ. Арçын аллинче йĕке вăр-вăр кăна çаврăнать.

Юрла-юрла тĕрлекен Ольга Тимофееван ĕçĕсемпе паллашма килнех çитсе килме тиврĕ. Вун-вун тĕрĕ, вырăн виттисемпе минтер пичĕсем, кавирсем илемĕпе тыткăнларĕç.

Шупашкартан килнĕ хăна Кахăрлă Шăхалĕнчи Иван Петров вăрçă ветеранĕпе те калаçрĕ. Иван Николаевичăн иртнĕ çулсем пирки аса илме тиврĕ, хаяр çапăçусем çинчен куççуль витĕр каласа пачĕ.

Вĕрентекенсемпе тата вĕренекенсемпе те тĕл пулу пулчĕ. Шкулти кружоксем, секцисем мĕнлерех ĕçленипе паллаштарчĕç ачасем. "Асамат кĕперĕ" пĕрлешÿ пирки тĕплĕнрех Наталья Пушкина вожатăй каласа кăтартрĕ. Пуçламăш классен вĕрентекенĕн Раиса Алексееван "Санăн яту вĕрентекен" кăларăма хутшăнма тиврĕ.

Паллашу çул çÿревĕ е тĕрĕсрех каласан пулас Чăваш радио кăларăмĕсем валли хатĕрлекен сюжетсенчен тепри – ялти хресчен (фермер) хуçалăхĕсем аталанни. Хальхинче пире Антоновсем кăмăллăн кĕтсе илчĕç, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç.

Пуянкасси ял тăрăхĕнче курмалли, вĕсен пултарулăхĕнчен тĕлĕнмелли татах та нумай. Пур çĕре те çитсе килме, паллашма май килмерĕ.

Çакнашкал алă ĕçĕн ăстисем тăван тавралăхра пурăнни, вĕсем асатте-кукаçей, асанне-кукамай тытса пынă йăла-йĕркене манманни, ăна аталантарса пыни, çамрăксене вĕрентсе пыни – хăй мĕне тăрать.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика