Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш журналистикин тулли кун-çулĕ

12 июля 2014 г.

Массăллă информаци хатĕрĕсемсĕр - хаçат-журналсăр, телекуравпа радиосăр - пирĕн республикăна куç умне кăларса тăратма та йывăр. Вĕсем пулăшнипе Чăваш Енри пулăмсем çинчен кунта пурăнакансем кăна мар, республика тулашĕнчи çынсем те пĕлеççĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсем, вĕсен историйĕ тата профессири çитĕнĕвĕсем çинчен Чăваш Республикин Журналистсен союзĕ 90 çулхи юбилейĕ тĕлне хатĕрленĕ "Чăваш журналистикипе пичечĕн энциклопедийĕ" каласа кăтартать. Чăваш журналистикипе пичечĕн энциклопедийĕ -  пирĕн республикăри журналистсен организацийĕн пĕрлехи ĕçĕ. Çак шайри справка-библиографи кăларăмне хатĕрлеме 4 çул каялла шухăшлама пуçланă - кĕнекене пултарулăх союзне йĕркеленĕренпе 90 çул çитнĕ тĕле кăларасси çинчен ЧР Журналистсен союзĕн XVII съездĕнче йышăннă. Кĕнекене 2400 яхăн статья, 1400 ытла сăн ỹкерчĕк тата ытти иллюстраци кĕртнĕ. СССР тата Раççей Журналистсен союзĕн членĕсен, чăваш кăларăмĕсен пĕрремĕш редакторĕсен, фронт корреспонденчĕсен, пичет ветеранĕсен, Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрĕсен редакцийĕсен ертỹçисемпе сотрудникĕсен, журналистсемпе полиграфистсен биографийĕсене илсе кăтартнă. Кĕнекере çавăн пекех массăллă информаци хатĕрĕсемпе, полиграфи отраслĕпе çыхăннă пайăр пулăмсем, объектсем çинчен каласа панă. Энциклопедире Раççейĕн ытти регионĕнче тухса тăракан чăваш кăларăмĕсем пысăк вырăн йышăннă. Словарь статйисене хаçат-журнал, телеканалсен, радиостанцисен редакцийĕсем, информаципе реклама агентствисем, полиграфи предприятийĕсем, пичет ветеранĕсем, журналистсем тăратнă документсемпе фактсене, материалсене тĕпе хурса хатĕрленĕ. Çавăн пекех ЧР Журналистсен союзĕн съезчĕсен материалĕсемпе, регион энциклопедийĕсемпе, справочниксемпе, журналистсен пуххисемпе, аса илĕвĕсемпе, архив материалĕсемпе тата ытти те усă курнă. Кĕнекене 3 пин экземплярпа кăларнă. Энциклопеди журналистсене, полиграфистсене, кĕнеке кăларакансене, культура ĕçченĕсене, ăсчахсене, политиксене, аслă шкулсен преподавателĕсене, студентсене тата тăван ен историйĕпе, унăн культурипе кăсăкланакансене пурне те интереслентерĕ. 

Н.ОСИПОВА.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика