Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канĕç, сывлăхĕсене çирĕплетĕç

26 июня 2014 г.

Халăха социаллă пулăшу паракан Шăмăршăри центр çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасене хуласен тулашĕнчи кану лагерĕсене ярас тĕлĕшпе сахал мар ĕç тăвать. Кăçал 27 ачана путевкăсемпе тивĕçтерме палăртнă. Çакна та палăртмалла: ашшĕ-амăшĕсем путевка хакĕн пилĕк процентне çеç тỹлеççĕ. Çавăн пекех, никам та пăхакансăр тăрса юлнă, нумай ачаллă çемьесенчи тата инвалид-ачасем валли тỹлевсĕр пилĕк путевка уйăрнă. Ачасем ытларах "Космонавт", "Салют", "Белые камни" лагерьсенче канма кăмăлаççĕ. Çавăн пекех Шăмăршăри, Пăчăрлă Пашьелĕнчи, Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсенче ачасен çуллахи ĕçпе кану лагерĕсене йĕркеленĕ, çакăн валли федераци бюджетĕнчен çителĕклĕ таран укçа-тенкĕ уйăрнă. 

В.КУЗЬМИНА.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика