Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурссене хутшăнаççĕ

26 апреля 2014 г.

 Виçпỹрт Шăмăршăри пуçламăш шкул-ача садне çỹрекенсем тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ. Кĕркунне Аня Мульдиярова Пĕтĕм Раççейре иртнĕ тĕпчевçĕсен 4-мĕш конференцине хутшăннăччĕ. "Сĕт икĕ хут тутлăрах..." творчество ĕçĕшĕн вăл Диплом илме тивĕç пулчĕ. Настя Григорьева, Миша Семенов, Аньăпа Вика Мульдияровасем, Илья Гололобов Çĕнĕ çул умĕн Раççейре иртнĕ фото ỹкерчĕксен конкурсне хутшăнчĕç. Хăйсен интереслĕ фотоỹкерчĕкĕсене ярса парса "Совенок" аталану центрĕнчен сертификат илсе савăнчĕç ачасем. Çак центрпа темиçе çул ĕнтĕ тачă çыхăну тытатпăр эпир. Акă март уйăхĕнче садике çỹрекен ачасем "Ман юратнă мультиксем" ỹкерчĕксен конкурсне хутшăнчĕç. Тĕрлĕ мультфильмсенчи ырă сăнарсене ỹкерчĕç ачасем. Алешăпа Настя Никифоровсем, Кирилл Гладков вара хăйсен ỹкерчĕкĕсене конкурса ярса панăшăн Сертификатлă пулчĕç. Хăйсен çитĕнĕвĕсемшĕн питĕ савăнаççĕ ачасем. Çĕнĕрен те çĕнĕ конкурссене хутшăнма ĕмĕтленеççĕ вĕсем. Творчес-тво ĕçĕсене пурнăçлама, паллах, пĕчĕккисене ашшĕ-амăшĕ те пулăшать. Куншăн вĕсем тав сăмахĕсене тивĕçлĕ. 

И.ГЛАДКОВА, воспитатель. Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика