Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инженер-строителĕн сăваплă ĕçĕ

19 апреля 2014 г.

 Виçпỹрт Шăмăршăри А.Савельев - ялти ят-сумлă çынсенчен пĕри. Александр Иванович хăйĕн пĕтĕм пурнăçне строительство ĕçĕнче ирттерет. Кунсăр пуçне вăл хăйĕн укçи-тенкипех Виçпỹрт Шăмăршăри унччен чылай çул хупăнса тăнă чиркĕве тĕпрен юсаттарнă. Михаил Архангел ячĕллĕ чиркỹре пĕлтĕр ноябрĕн 20-мĕшĕнче Зосима атте пĕрремĕш кĕлĕ ирттерчĕ. Турă пулăшнипе, Александр Ивановичăн тивлечĕпе, çак чиркỹри кĕлĕсене Зосима атте пĕр тикĕс йĕркелесе пырать. А.Савельев инженер-строителĕн тата меценатăн ашшĕ те, Иван Михайлович, ялта хисеплĕ çын пулнă. Пĕр çул учительте ĕçленĕ хыççăн, 1942 çулта, вăл фронта тухса кайнă. Унта паттăррăн çапăçнăшăн И.Савельева Хĕрлĕ Çăлтăр, Аслă Отечествăлла вăрçă орденĕсемпе тата медальсемпе наградăланă. Иван Михайлович, службăри пултарулăхне кура, артиллери батарейинче ахаль салтакран взвод командирĕ таран ỹсет, аслă лейтенант звани илет. Венгрие ирĕке кăларнă вăхăтра аманать. 1945 çулхи августра И.Савельев киле таврăнса каллех учительте ĕçлеме пуçлать, фельдшер пункчĕн заведующийĕпе Александра Кузьминапа çемье çавăрать. Савельевсем икĕ хĕрпе икĕ ывăл çуратса ỹстернĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитанипе аслă пĕлỹ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Александр -  çемьери аслă ывăл. Халĕ сăмахăма каллех Александр Иванович çине куçарас тетĕп.1976 çулта Томскри строительство институтне пĕтерсен вăл Удмурт Республикинче инженер-строитель биографине пуçланă. Унта 2 çул ĕçленĕ хыççăн А.Савельев Чăваш Ене таврăннă, Патăрьелĕнчи строительство управленийĕнче (СМУ) аслă инженерта вăй хунă. 1979 çулта тăван района - Шăмăршăри строительство организацине аслă инженер должнăçнех ĕçлеме куçнă. Александр Иванович тỹреммĕнех хутшăннипе, производство участокĕнчи ĕçсене йĕркелесе пынипе Чукалта, Пăчăрлă Пашьелĕнче, Васанта, Патирекре çĕнĕ шкулсемпе ача сачĕсем тунă. Вăл хутшăннипех тăван ялĕнче -  Виçпỹрт Шăмăршăра тимĕрпе бетонлă виçĕ кĕпер хывнă. Паллах, ытти ялсенче те çакнашкал çирĕп кĕперсем туса хăварнă. 1987 çулта Александр Иванович хăйĕн çемйипе Ульяновск хулине куçса кайнă. Унта ăна, пултарулăхне тата ĕç опытне кура, кĕперсем тăвакан отрядра тỹрех тĕп инженер должнăçне çирĕплетнĕ. Ку организацире А.Савельев 18 çул ăнăçлă ĕçленĕ, сумлă наградăсене тивĕçнĕ. 2005 çултанпа вăл "Свияжская строительная организация" ОООра техника енĕпе ĕçлекен директорта вăй хурать. Александр Иванович тăван ялшăн та нумай тăрăшать. Вăл хăйĕн вăйĕпе ял масарĕ патне каякан çула вакă чул сартарса йĕркене кĕртнĕ. Кунсăр пуçне ялти нумай çул хупăнса тăнă чиркĕве çĕнĕрен уçтарма та укçи-тенкине шеллесе тăман. -  Савельевсен çемйи Виçпỹрт Шăмăршăри Михаил Архангел ячĕллĕ чиркĕве юсаттарса, реконструкцилесе çĕнетни, каллех кĕлĕсем ирттерме хатĕрлесе çитерни - Турă тата ял-йыш умĕнчи сăваплă ĕç, -  терĕ Шупашкарпа Чăваш Митрополийĕн Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн Шăмăршă районĕнчи благочиннăйĕ Николай протоиерей. Апрелĕн 17-мĕшĕнче А.Савельев çуралнăранпа 60 çул çитрĕ. Апрелĕн 18-мĕшĕнче, унăн юратнă мăшăрĕн те, Мария Александровнăн, çуралнă кунĕ пулчĕ. Чаплă юбилей ячĕпе вĕсене ывăлĕпе кинĕ, хĕрĕ, виçĕ мăнукĕ, тăванĕсем пĕтĕм чун-чĕререн саламлаççĕ, çирĕп сывлăхпа тулли телей, вăрăм ĕмĕр, пурнăçра, ĕçре ăнăçу сунаççĕ.

А.ФРОЛОВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика