Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утарçăсем валли

16 апреля 2014 г.

 Апрелĕн 3-7-мĕшĕсенче Калуга облаçĕнче "Мир пчел в ЭТНОМИРе" ятпа выставка тата "Современное пчеловодство: проблемы и их решения" Пĕтĕм тĕнчери наукăпа практика конференцийĕ иртрĕç. Унта Итали, Украина, Иордани, Казахстан, Израиль çĕр-шывĕсенчен тата Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен ученăйсемпе практиксем пуçтарăннăччĕ. Çак хурт-хăмăрçăсен конференцине Чăваш Республикинчен эпир 4 çын хутшăнтăмăр. Нумай ученăйсем вĕлле хурчĕсем çинчен вĕрентсе каланине итлерĕмĕр. Уйрăмах Итали çĕр-шывĕнчен килнĕ ученăй-утарçă хальхи вăхăтра пыл илес енĕпе çĕнĕлле мĕнле ĕçлемеллине лайăх ăнлантарса пачĕ. Итали çĕр-шывĕнче ĕçлекен утарçăсем юлашки 10 çул хушшинче пысăк утăмсем туни çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех Польша çĕр-шывĕн чи Кэнты хулинче вырнаçнă Лысонь ятлă предприяти хăйсем кăларакан хурт-хăмăр валли оборудованисем, медогонкăсем, насоссем, воскотопкăсем тата нумай-нумай япаласем кăтартрĕ, паллаштарчĕ. Казахстан çĕр-шывĕ уйрăм хушма хуçалăхсене, вĕлле хурчĕ ĕрчетес ĕçе çĕнĕрен пуçлакансене, пысăк çăмăллăхсем парса пулăшать. Çавна пула çамрăк утарçăсем пысăк утăмсем тăваççĕ иккен. Вĕлле хурчĕ ĕрчетекенсене патшалăх процентсăр кредит парса хавхалантарса пырать, çавăн пекех утарсем йĕркелеме пулăшать. Ку, паллах, çĕнĕрен пуçлакан утарçăсене пысăк пулăшу пулса тăрать. Юлашки çулсенче Казахстан çĕр-шывĕнче вĕлле хурчĕсене аталанма пыл паракан курăксем акса парасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Нумай пыл паракан культурăсем акса хăварма тăрăшаççĕ. Украина çĕр-шывĕнче юлашки çулсенче вĕлле хурчĕсене варроатозран тата акарапидозран çĕнĕ меслетпе сиплеме Вароджетпа усă курма пуçланă. Ку паллах пирĕншĕн çĕнĕ усăллă япала, мĕншĕн тесен акарапидоз чирĕ çывхарнăçемĕн çывхарса килет, пирĕн унпа кĕрешме хатĕр пулмалла. Тата тепĕр çĕнĕ япала вăл БЕНЕНДЖЕТ. Вăл вĕллене ют хуртсем тапăнсан çăлса хăварма май парать. Пыл илнĕ хыççăн рамăсене типĕтме панă хыççăн çав шĕвекпе сирпĕтсен, вĕлле хурчĕсем хăйсемех аялти йăвана анса каяççĕ. Çавна пула утарçăна питĕ пысăк пулăшу, ĕç хăвăртлăхĕ икĕ хут таран ỹсме пултарать. Вĕлле хурчĕ ăнсăртран сăхса илчĕ пулсан, çав вырăна сирпĕтсен урăх сăхмасть, вĕлле хуртне пăхнă вăхăтра урса кайрĕ пулсан каллех çак шĕвекпе усă курма пулать. Çак çĕнĕлĕхсене çулла утарта иртекен семинар-канашлура кăтартса, ăнлантарса пама палăртнă. Пирĕн, Чăваш Республикинче пурăнакан утарçăсен çак çĕнĕллĕхсене пурнăçа кĕртмелле, мĕншĕн тесен хурт-хăмăр енĕпе вăйлă аталаннă çĕр-шывсенчен вĕренсен анчах малалла хăвăрт, саманаран юлмасăр, тухăçлă утма пултаратпăр. Эпир, специалистсем, хамăр енчен сире пулăшса пыма яланах хатĕр.

Н.ПИРОЖКОВ, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика