09 апреля 2014 г.
Çак кунсенче Виçпỹрт Шăмăршăри пуçламăш шкулта Çĕр-анне кунне уявларĕç. Чăн малтан ачасене класс ертỹçи çак уяв çинчен каласа пачĕ, хуласенче, ялсенче ăна мĕнле паллă тунипе паллаштарчĕ. Кăçал Мускав хулинче темиçе минутлăха урамри çутăсене сỹнтернĕ. Ун хыççăн "Йăва" юмахри тĕп геройсем килсе çитрĕç. Анчах тĕлĕнмелле, тискер чĕр-чунсем Йăвана çисе яма шутламаççĕ те, вăл хăй вĕсене инкекрен хăтарать, заповеднике ертсе каять. Выçă, чирлĕ чĕр-чунсем çынсен тискерлĕхĕ çинчен каласа параççĕ, хăйсене инкекре пулăшма ыйтаççĕ. Малалла хăнасене Çуркунне саламлать. Вăл йывăçсемпе чечексем çинчен каласа пачĕ, урамсене тирпей-илем кỹртме вăхăт çитни çинчен систерчĕ. Юлашкинчен ачасем шкул йĕри-тавра илем кỹме ещĕксем çине чечек вăррисем акрĕç.
Л.СМИРНОВА.
%MCEPASTEBIN%
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"