Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр улми тăшманĕ

02 апреля 2014 г.

02 апреля 2014 г.

 "Кăçал çĕр улмине укçалла туянма тивет, - пăшăрханăвне пытараймарĕ пĕлĕшĕм. - Тăвансен вăл ăнса пулчĕ те пире те темиçе михĕ илсе килсе пачĕç. Йĕркеллĕ çисе те кураймарăмăр. Шалтан çĕрсе те пĕтрĕç пулмалла, вĕтĕ хурт тапăннă пек те туйăнчĕ". Сывлăха сиен кỹме ĕлкĕриччен тухса пăрахнă ыттине те вăл. Темиçе улмине тĕрĕслеве памалла пулнă-ха ĕнтĕ: паразит-и вăл е чир? Чăннипе, сисчĕвленме сăлтав çук мар. Чăваш Енре юлашки вăхăтра çĕр улмин ылтăн нематоди текен мур вăй илсе пынине илтнех пулĕ. Каплах пулсан пурăна киле ăна таçтан кỹрсе килмелле пулмĕ-и? Нематода тухăçа 90 процент таранах чакарма пултарать-çке. Çитменнине, тăпрара нумайччен сыхланса юлать. Çак паразита пуçласа Чăваш Енре 1980 çулта асăрханă. Паянхи кун тĕлне Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн специалисчĕсем 18 районта сарăлнине тĕпчесе пĕлнĕ. Ку вара - 339 ял, 1355,52 гектар. 2004 çулта кăна-ха ăна 5 районта тупса палăртнă. 10 çул та иртмен, мур "çĕнсе пыракан" лаптăксен калăпăшĕ вара 54,7 процент таран ỹснĕ. 2013 çулта Патăрьел (114 лаптăк, пурĕ - 24,43 гектар), Йĕпреç (10 -  1,06), Канаш (8 - 2,8), Шăмăршă (25 -  5,13), Етĕрне (14 -  1,27), Тăвай (177 -  37,26) районĕсенче çĕнĕ вучахсене шута илнĕ. Республикипе пĕтĕмпе - çĕнĕ 117 лаптăк. Комсомольски районĕн çыннисене ку паразит пăшăрхантармаллипех пăшăрхантарать теме те пулать. Унта 1368 лаптăка парăнтарнă вăл. Çĕмĕрле, Елчĕк, Вăрнар, Патăрьел, Муркаш районсенче анлă сарăлма ĕлкĕрнĕ. Элĕк, Канаш, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Вăрмар, Çĕрпỹ районĕсенче те аванах аталаннă. Пирĕн тăрăхра ỹсен-тăрана тата унăн продукцине хỹтĕлессине тивĕçтерес тесе саккунсемпе килĕшỹллĕн 2007 çултах çĕр улми нематоди тĕлĕшпе карантин фитосанитари зони туса хума, карантин фитосанитари режимне çирĕплетме тытăннă. Пĕтĕмпе Раççейри 55 субъектра çак муртан шар курнă. Ăна пĕтермешкĕн темиçе меслет пур. Хими мероприятийĕсем хакла лараççĕ. Тĕрĕссипе, нематодăна пĕтерекен препарат нумай мар. Анчах та питĕ хăватлă, çавăнпа та пĕлмесĕр усă курсан хур курма пулать. Ỹсен-тăран хỹтĕлес енĕпе ĕçлекен специалистсăр кунта май килмест. Хими япалисем сапнă лаптăксенче 3 çул пахча çимĕç культурисем лартма юрамасть. Çакă вара ял çыннишĕн меллĕ мар. Агротехника меслечĕ лайăх витĕм кỹрет. Кунта чи малтанах чире чăтăмлă сортсене лартасси, пусă çаврăнăшĕпе пĕлсе усă курасси тата ытти пирки сăмах пырать. Çĕр улмине унччен пăрçа йышши культурăсем, кукуруза ỹснĕ лаптăка лартма тăрăшмалла. "Иккĕмĕш çăкăр" туса илнĕ вырăна вара люпин акса хăварсан аван, нумай çул ỹсекен пучахлă ỹсен-тăран та ку ĕçре усă кỹрĕ. Специалистсем çакнашакал меслет те сĕнеççĕ. Пахчана 4 пая пайламалла. Пĕр пайĕ çĕр улми валли пултăр, иккĕмĕшĕ - купăста, хăяр, кабачок, патиссон, кавăн валли; виççĕмĕшĕ - томатсем, сухан, ыхра, пăрçа, пăрçа йышши культура валли; тăваттăмĕшĕ - кишĕр, хĕрлĕ кăшман, çарăк валли. Тепĕр çул пĕрремĕш лаптăкра ỹстернĕ çимĕçсене иккĕмĕшĕ çине куçармалла, иккĕмĕшĕнчен - виççĕмĕшне тата ытти те. Çĕр улми лаптăкĕ хăй 3 пайран тăрсан аван. Пĕрремĕшĕнче -  нематодăна чăтăмлă сорта, иккĕмĕшĕнче - ир пулакан сорта малтан çутă çинче шăтиччен тытнăскере, виççĕмĕшĕнче киввине лартмалла, нематодăна чăтăмлă сорт çителĕклĕ пуличчен. Органика тата минерал им-çамĕсем сапмалла, вĕсенче азот виçи пысăк пултăр. Чире яракан организмсенчен тислĕк йышши органика им-çамĕ хывни те аван. Витĕмлĕ минерал им-çамĕ шутне йывăç кĕлне е улăм кĕртмелле. Вăл тăпра йỹçеклĕхне чакарать тата паранкăсен тутă пахалăхне лайăхлатать. Чир ертесрен çĕр улмине лартма тĕплĕн хатĕрленни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Упраннă чухне япăхраххисенчен, çĕрме тытăннисенчен хăтăлмалла. Куçĕсене татса тăмалла, вăрлăха хỹтĕлемелли ятарлă хатĕрсемпе усă курни те пăсмĕ. Нематодăллă лаптăкран пухса кĕртнĕ çĕр улмине уйрăм упрамалла. Управсене ятарласа сиенсĕрлетмелле. Тĕлĕнмелле, цистăсенчи хурчĕсем тата çăмартисем çĕр улмисĕрех 10 çул таранах пурăнма пултараççĕ. Çакă паразита пĕтерессине кăткăслатать тата йывăрлатать. Çавăнпа та ку мура пахчана кĕртессинчен сыхланмалла. Кунта "Сиплениччен сыхланни йỹне ларать", - тени питĕ вырăнлă. Чи малтанах палламан çынсенчен туянса юлнă тĕрĕслеттермен вăрлăх лартмалла мар. Урăх регионтан кỹрсе килекен çĕр улми тĕлĕшпе ятарлă документсем пулмалла. Тăкак тỹсес мар тесен вĕсене ыйтма именмелле мар. 

Н.Васильева, управлени ĕçченĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика