Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кам пуçтарĕ çỹп-çапа? Татах тăкĕç-ши вара?

28 марта 2014 г.

 ШĂМĂРШĂ шкулĕнчи пĕр вĕрентекен (хушаматне асăнма хушмарĕ) ачасене "Тăван ял" темăпа сочинени çыртарнă. Пĕр сочинение мана вулаттарчĕ те, ача пирĕн район центрне мĕн тери тĕрĕс сăнланинчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. "Юрататăп эпĕ тăван ялăма, - çырать Шăмăршă ачи.-  Хĕлле те, çулла та илемлĕ вăл. Шел, çуркунне çеç кăмăл пăсăлать. Шурă юр ирĕлсенех куç умне пĕтĕм тасамарлăх тухать. Хăш-пĕр урамсем свалкăна аса илтереççĕ. Таçтан, кỹршĕ районсенчен тиесе килмен вĕт-ха çак çỹп-çапа, пушă кĕленчесемпе пластик савăтсене? Мĕншĕн çав таранччен таса мар пурăнма хăнăхса кайрăмăр-ши? Çỹп-çап тăкмалли контейнерсем тулса тăкăнаççĕ, çурхи уçă çил урам тăрăх хут татăкĕсемпе пакетсене вĕçтерет... Нивушлĕ çак тирпейсĕрлĕхе никам та асăрхамасть-ши?" "Устами младенца глаголет истина", - теççĕ вырăссем. "Ача тĕрĕссине калать", - çирĕплетеççĕ чăваш ваттисем. Эпĕ те вĕсемпе килĕшетĕп. Пĕр пытармасăр каласан, тирпей-илеме субботника тухакан çынсен вăйĕпе çеç тума хăнăхса кайрăмăр. Тасалăхшăн кашни кун, куллен тăрăшмалла, чи кирли вара - хамăр пурăнакан вырăна вараламалла мар! Космовский ячĕллĕ урам темиçе çул каялла мĕн тери илемлĕччĕ, хуларинчен пĕрре те кая марччĕ. Паян çак урама та -  районăн ят-сумне çĕклеме тивĕçлĕскере -  мухтама май çук. Субботник кунĕнче тасатса-тирпейлесе тухатпăр та, ун хыççăн вара манса каятпăр. Нумай хваттерлĕ çуртсем умĕнчи пĕчĕк пахчасенче хитре чечексем çитĕнтермелли çинчен район хаçачĕ миçе хутчен çырчĕ, анчах пăрçа пăшалĕпе сывлăша пенĕ пек çеç пулчĕ. Çав пахчасене тасатса-тирпейлесе тухма та пулин ỹркенеççĕ вĕт хăшĕсем, каккуй унта чечек лартма... Ытти урамсем пирки те çавнах каламалла. Варалакан нумай, тасатаканни сахал. Предпринимательсен лавккисен таврашĕ те тирпейлĕхпе илĕртмест, вĕсем те чечек çитĕнтересси пирки аса та илмеççĕ. Çỹлте асăннă шкул ачи - шỹте ăнланаканскер -  Шăмăршă ялне Инди çĕр-шывĕ пекех тесе çырнă. Çук, илемĕпе мар, ĕне выльăхсемпе качакасем ирĕкре çỹренипе, вĕсене никам та чарманнипе Индие аса илтерет иккен пирĕн район центрĕ. Каллех "Устами младенца..." ваттисен сăмахĕ чăннине ĕнентĕм. Ирĕкри выльăхсем, уйрăмах качакасем, çу каçа миçе пахчана сăтăр тумаççĕ-ши? Урамри йывăçсене те кăшласа хăртаççĕ. Качакасен хуçисем те пур вĕт-ха, мĕншĕн вĕсене халăх умĕнче намăслантармалла мар? Ял тăрăхĕн администрацийĕ çак йĕркесĕрлĕхпе килĕш- се пурăнни тĕлĕнтерет те, пăшăрхантарать те. ÇАКĂН пек шухăшсем çуралчĕç пуçăмра шкул ачин сочиненине вуласа тухнă хыççăн. Тăван районшăн чĕререн çунакан пĕчĕк çыннăма хаçат урлă тав сăмахĕ калас килчĕ. Тен, ача пăшăрханса çырни кама та пулин хумхантарĕ, алла шăпăрпа кĕрепле, кĕреçе тытма хистĕ? Тен, Шăмăршăсем çеç мар, ытти ялсенче пурăнакансем те тирпей-илем хамăршăн пулнине ăнланса илĕç? Ĕненес килет, ентешĕмсем!

Ив.САЛАНДАЕВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика