Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юман та лартасчĕ-ха…

26 марта 2014 г.

КАХĂРЛĂ ШĂХАЛĔНЧЕ Юмановсен çемйи пурăнакан çурт тĕлне çитсен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн: ботаника садне çитнĕнех туйăнать. Мĕн-мĕн кăна ỹсмест-ши вĕсен садĕнче, пахчинче? Шутласа та кăлараймăн. Иçĕм çырлин хỹми хăйех мĕне тăрать! Çу кунĕсенче çамрăксем ятарласах ун умĕнче сăн ỹкерттереççĕ. - Хушамата кура юман лартса ỹстерес кăмăл та пур-ха, _ тет кил хуçи, Валентин Михайлович. - Малашне Çĕнĕ çула урамрах кĕтсе илме урама чăрăш лартас тетĕп _ пĕр кунлăх уявшăн мĕншĕн чĕрĕ йывăçа касмалла? Илем ĕмĕрлĕхех юлать. Тепĕр ăсталăх та пур В.Юмановăн: кашни çулах кил умĕнче Хĕл мучипе Юр пике кỹлеписене ăсталать: юртан тунăскерсем - чĕрĕ пекех. Вĕсене илемлетме сăрă та шел мар. Чун илеме туйсан - пушшех те. Лайăх çыннăн чунĕ те ырă. Валентин Михайлович - çут-çанталăк тусĕ. Хĕл каçипех вĕçен кайăксене тăрантарнă вăл, шăнкăрчсене кĕтсе илме те хатĕр - вунă вĕлле янтăланă, тата тепĕр виççĕ ăсталасшăн. - Çуркунне шăнкăрч юрри мĕне тăрать - чăн-чăн симфони тейĕн, - тет кил хуçи кăмăллăн. - Юрататăп вĕсене. Ахальтен мар "хура йăмăкăн юрри хитре" теççĕ. Ял çынни выльăх-чĕрлĕх усрамасăр та пурăнаймасть. Юмановсем хальхи вăхăтра икĕ ĕне, пилĕк качака тытаççĕ. Кроликсем те йышлă - çулла вĕсен йышĕ çĕр пуç патне çитет. Сыснасем те пур. Кайăк-кĕшĕк пирки каламăпăр та _ вĕсене нихăçан та шутламан. Улми йывăççинчен аякка ỹкмест тени те тĕрĕсех. Юмановсен хĕрĕ Мальвина та ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен те тăрăшуллă. Тури Чаткасра пурăнакан Мальвинапа Алексей Матвеевсем - "Восход" ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнче вăй хуракансем -  тĕреклĕ хуçалăх тытаççĕ. Вите-карта алăкне уçсан ирĕксĕрех çапла калăн: килти пĕчĕк ферма. Виçĕ ача ашшĕпе амăшĕ виçĕ ĕне, сыснасем усраççĕ, лаши те кĕçенсе çеç тăрать _ халь-халь туртасем хушшине тăма ăнтăлнăн туйăнать. Хур-кăвакал, чăх-чĕп те йышлă. Выльăх-чĕрлĕх усрани тупăшлă пулнине Матвеевсем тахçанах лайăх туйса илнĕ. Кунта çакна каласа хăварни те кирлех пулĕ: темиçе çул каялла Мальвина Матвеева Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиачĕ те пулнăччĕ.

В.МИХАЙЛОВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика