Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăххи те пур, начарри те…

15 февраля 2014 г.

ЧĔПСЕНЕ кĕркунне çеç мар, хĕлле те шутлаççĕ. Тунти кун Пуянкасси ял тăрă- хĕнче пурăнакансен умĕнче ял пуçлăхĕ А.Кузьмин иртнĕ çулхи экономикăпа социаллă аталану пирки халăх умĕнче отчет турĕ.

ЧĔПСЕНЕ кĕркунне çеç мар, хĕлле те шутлаççĕ. Тунти кун Пуянкасси ял тăрă- хĕнче пурăнакансен умĕнче ял пуçлăхĕ А.Кузьмин иртнĕ çулхи экономикăпа социаллă аталану пирки халăх умĕнче отчет турĕ.

Пухăва уçнă хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев районăн пĕлтĕрхи ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Ун хыççăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин сăмах илчĕ.

Тăватă яла пĕрлештерсе тăракан ял тăрăхĕнче 1710 çын пурăнать, 473 хуçалăх шутланать, вĕсенчен 95 проценчĕ çут çанталăк газĕпе усă курать. Ялсенче тĕрлĕрен социаллă объектсем те сахал мар.

Ял тăрăхĕн территорийĕнче – икĕ агрофирма. «Колосăн», акă, 1260 гектар çĕр. Хуçалăхра 2013 çулта кашни гектартан вăтамран 15,3 центнер тыр-пул пухса кĕртнĕ, сысна ашĕ туса илесси те ÿснĕ. «Карлинская» агрофирма та ăнăçлă ĕçлесе пырать. Икĕ хресчен (фермер) хуçалăхĕ те ура çине çирĕп тăнă. Килти хушма хуçалăхсем те аталанаççĕ. Пĕлтĕр кăна 93 хуçалăхра 24 миллион тенкĕ ытлалăх çăмăллăхлă кредитсем илнĕ, икĕ çамрăк çемье çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă. Ял тăрăхĕнче иртнĕ çул 1788 тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр çавăрнă. Çав вăхăтрах ялсенче 175 çурт хуçасăр ларать.

Отчета итленĕ май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура демографи ыйтăвне хускатни аса килчĕ. Çак тăрăхра ку тĕлĕшпе лару-тăру мĕнлерех-ха?

Чăнах та, ачасем çураласси пĕлтĕрхинчен ÿснĕ – 25 пепке çут тĕнчене килнĕ. Çав вăхăтрах 26 çын пурнăçран уйрăлнă. Çемье çавăракансемсĕр пуçне уйрăлакансем те сахалах мар. Юлашки вăхăтри ырă пулăмсенчен пĕри – çамрăксем яла пурăнма юлни. Апла пулсан, ялсен малашлăхĕ пур. Çав вăхăтрах ĕлĕк кĕрлесе тăнă Пуянкасси шкулĕнче 61 ача çеç вĕренни, 33 пепке кăна ача садне çÿрени шухăша ярать. Виçпÿрт Шăмăршăра вара ку кăтартусем тата пĕчĕкрех.

Пухура çул-йĕр ыйтăвĕ те хускалчĕ. А.Кузьмин палăртнă тăрăх, 2013 çулта ял тăрăхĕнче асфальтлă çулсене юсама 421335 тенкĕ уйăрнă, кăçал валли 203310 тенкĕ пăхса хăварнă.

Ялсенче асфальт сарман урамсем те пур-ха. Пĕлтĕр Виçпÿрт Шăмăршăри В.Бараев урамĕнче 1800 метр асфальт сарма проектпа смета докуменчĕсем хатĕрлесе çитернĕ. Çак ĕçе пурнăçлама 36 миллион тенкĕ ытла укçа кирлĕ. Çакăн чухлĕ нухрат вара ял тăрăхĕн кăна мар, район бюджетĕнче те çук. Танлаштарма: 2013 çулта ял тăрăхĕн бюджечĕ 3055778 тенкĕ пулнă. Кăçал вăл 3207489 тенкĕ пулмалла. Унăн пысăк пайĕ – 41 проценчĕ – культура учрежденийĕсене тытса тăма каять. Хăш-пĕр йышши налуксене те пуçтарса çитернĕ теме çук.

Çĕр пирĕн пуянлăх тетпĕр. Çав вăхăтрах ял тăрăхĕнче хуçасăр çĕр пайĕсем 120 гектар шутланса тăраççĕ. Паянхи кун тĕлне «Правда» колхоз территорийĕнче шутланнă пай çĕрĕсене ял тăрăхĕн администрацине куçарма май килнĕ, «Победа» колхозăн пулнă çĕр пайĕсемпе ĕçлеççĕ.

Хуçасăр йытăсемпе тирпей-илем ыйтăвĕсем те манăçа юлмарĕç пухура. Ку тĕлĕшпе вара ĕçлемелли пайтах-ха. Кăлтăксен сăлтавĕ – çынсен ăнланулăхĕ çитсех кайманни.

– Çакнашкал çитменлĕхсене вырăнтах пĕтерме пулать вĕт, – палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев. – Мĕншĕн аякран пулăшу ыйтмалла; Йĕркене пăсакансене явап тыттармалла çеç.

Çынсен В.Фадеев патне те тĕрлĕрен ыйтусем сахал мар пулчĕç, никам та хуравсăр юлмарĕ.

В.МИХАЙЛОВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика