13 февраля 2014 г.
2013 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕ Виçпÿрт Шăмăршă ялĕн тата районти чиркÿсен историйĕнче хăйне евĕр паллă событипе палăрса юлчĕ – çак кун ялти Михаил Архангел ячĕллĕ чиркÿ çĕнĕрен (юсаса çĕнетнĕ хыççăн) уçăлнă ятпа пĕрремĕш кĕлĕ иртрĕ.
Февралĕн 15-мĕшĕнче Виçпÿрт Шăмăршă чиркĕвĕнче каллех сăваплă событи пулса иртет – çак кун 13 сехетре чиркĕвĕн ылтăн тĕслĕ куполĕпе хĕресне хăпартса вырнаçтараççĕ. Православи христианĕсене тата кăмăл тăвакансене çак уява килме йыхравлатпăр.
НИКОЛАЙ ПРОТОИЕРЕЙ, Шăмăршăпа Пăрачкав епархийĕн Шăмăршă районĕнчи округĕн благочинайе.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"