24 декабря 2013 г.
Хресчене, паллах, чи малтанах ял хуçалăхĕ, çĕр ыйтăвĕ çывăх.
«Ял хуçалăхне аталантарасси пирĕн экономика политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри шутланать, – тенĕ Республика Пуçлăхĕ. – 2013 çул Чăваш Ен хресченĕсемшĕн йывăр çул пулчĕ».
Тĕрĕс, чăннипех çапла: çĕр ĕçченĕсене çут çанталăк условийĕсем сахал мар ура хучĕç. Шăрăха пула нумай лаптăксенче калчасем кирлĕ пек аталанаймарĕç, çавна май тухăç та шаннă чухлĕ пулмарĕ. Кайран вара, вырма вăхăтĕнче, çумăрсем хытах чăрмантарчĕç. Çакă та ял хуçалăх культурисен тухăçĕ çине тÿнтерлĕ витĕм кÿчĕ.
Çакна та палăртма кăмăллă: кăçал ял хуçалăхне патшалăх пулăшăвĕ парасси те ÿсрĕ, ăна çĕр ĕçченĕсем патне тÿрреммĕн çитерес тĕлĕшпе Чăваш Ен Раççейри чи лайăх регионсен йышне кĕме пултарчĕ.
Тепĕр чухне йывăрлăхран тухма, ĕçсене йĕркелесе пыма кредитсем илни те пулăшать. Çакăн пирки те сăмах хускатнă М.Игнатьев. Вăл палăртнă тăрăх, çăмăллăхлă кредитсемпе килти хушма хуçалăх тытакан кашни виççĕмĕш çемье, çав шутра çемьесен çирĕм проценчĕ иккĕмĕш хут та усă курнă.
Чăваш Республики ĕçе пуçăнакан фермерсене тата çемье выльăх-чĕрлĕх фермисене пулăшу парас енĕпе йышăннă программăсене пурнăçлама хастар хутшăнни пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсене аталантарма пулăшать. Çырура ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен малашне те килти хушма хуçалăхсенчен хресчен (фермер) хуçалăхĕсем йĕркелес ĕçре пур енĕпе те пулăшса пымалли пирки те каланă. Тĕрĕс: пĕрлехи ĕç ку, апла пулсан малашне те пĕр-пĕрне ăнланса пĕрле ĕçлемелле. Çакă та савăнтарать: çитес çултан пуçласа туянакан ял хуçалăх техникин хакĕн 15 процентне патшалăх субсидилеме пуçлать. Эппин, ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсен техника тата технологи тĕлĕшĕнчен пуянланма май пулать.
Республика Пуçлăхĕн Çырăвĕн тĕп шухăшĕ çапларах: халăх пурнăçне лайăхлатасси – тĕп тĕллев. Ман шутпа, çапла пулмалла та.
В.Абсалямов, "Карлинская "агрофирма" хупă акционерлă общество ертÿçи.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"