13 ноября 2013 г.
– Ахаль ларас килмест, – тет Николай Владимирович. – Ирпе вăранатăп та картише тухатăп. Выльăх-чĕрлĕхе пăхасах пулать вĕт.
Пушă мар Гладковсен витисем. Хуçисем каланă тăрăх, вĕсен хальхи вăхăтра сăвăнакан пĕр ĕне, вунă сурăх (çитес кунсенче йыш татах хутшăнмалла), сысна. Хур-кăвакал та йышлă.
Выльăх усранин усси пурах çав: аш-какайĕ те, сĕт-çăвĕ те хăвăн. Ытлашши продукцие сутма та май пур – çемье бюджечĕшĕн кашни тенкĕ шутра. Шел, сĕт хакĕ çеç пĕчĕкрех.
Калаçăва Н.Гладковăн мăшăрĕ Галина хутшăнчĕ.
– Кÿршĕсенчен юлас килмест, – терĕ вăл. – Картишре выльăх, чăх-чĕппе хур-кăвакал сасси илтĕнмесен – пурăнни-и вара;
Виçпÿрт Шăмăршăра тулли вите тытакансем татах та пур иккен. Владимир Кузьмин, сăмахран, икĕ ĕнепе икĕ вăкăр, çăвăрлаттармалли тăватă сыснапа пĕр аçа, çирĕм пуçа яхăн сурăх усрать.
В.НИКОЛАЕВ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"