24 августа 2013 г.
ВИÇПŸРТ ШĂМĂРШĂ тени кунта виçĕ çын çеç ĕçчен тенине пĕлтермест: ялта маттурсем – вуншарăн. Ахальтен мар ĕнтĕ «Карлинская» агрофирма çурхи ака-суха ĕçĕсенче те, утă çинче те, вырмара та мĕн пур ĕçсене ыттисенчен маларах вĕçлеме ĕлкĕрет.
Кăçал та хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вăхăтра, çухатусăр пухса кĕртрĕç.
– Вырма ĕçĕсене хутшăннисене пурне те тав тăвас килет, – тет агрофирма ертÿçи В.Абсалямов. – Кашниех яваплăха туйса ĕçлерĕ.
Хуçалăхри пĕтĕм тыр-пула Александр Савельев комбайнерпа унăн пулăшуçи Петр Кузьмин çапса тĕшĕленĕ. Бункер хыççăн бункер тулнă ДОН-1500 комбайнăн. Çĕнĕ тухăçа хиртен йĕтем çине Александр Кузьмин турттарса тăнă.
Тухăç пирки ыйтсан, Владимир Ильичăн сăнĕ кăштах салхулланчĕ:
– Шаннă кайăк йăвара пулмарĕ. Çакăншăн хресчен айăплă мар – çанталăк самаях чăрмав кÿчĕ...
Çавах та мĕн пуррине пухса кĕртни паха. Йĕтемре тасатса сортланă тырă кĕлетри пÿлмесенче вырăн тупни хăех пысăк пĕлтерĕ- шлĕ: хресчен çăкăрсăр лармĕ.
– Вырма вĕçленни чун лăш кайнине пĕлтермест, – сăмаха малалла тăсрĕ хуçалăх ертÿçи. – Умра – тата яваплăрах ĕç: кĕр аки.
Тĕрĕс. Кĕр тыррисене вăхăтра акса хăварни – пулас тухăç никĕсĕ. Çĕр хатĕр, ăна Владимир Архипов механизатор хатĕрленĕ. Александр Кузьминăн икĕ сеялкăллă агрегачĕ паян-ыран тесен хире тухĕ. Сеяльщиксем те пур.
Хуçалăхра кăçал кĕрхисене 100 гектар акса хăварма палăртнă: 70 гектар ыраш, ытти – тулă. Вăрлăх çитет. Элита мар пулин те – вырăнтах хатĕрлени, хальлĕхе массăллă репродукцине куçманни.
Виçпÿртшăмăршăсен нумай çул ÿсекен курăксем те пур. Вĕсене те иккĕмĕш хут çулса илнĕ, кирлинчен ытларах утă хатĕрленĕ. Çак выльăх апачĕпе хуçалăх ĕçченĕ-сене тивĕçтернĕ, вăл сутмалăх та пур. Утă çулнă çĕрте Александр Кузьмин пуçарулăх кăтартнă. Геннадий Харитонов пресланă типĕ курăк складра шанчăклă упранасси пирки иккĕленÿ çук.
Сăмах май, агрофирмăра выльăх-чĕрлĕх витисене те юсаса пĕтернĕ – «шурă шăнасем» вĕçме пуçлассине кĕтмен.
П.ПАДИАРОВ,
обществăлла корреспондент.
Виçпÿрт Шăмăршă ялĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"