10 августа 2013 г.
ÇАНТАЛĂК вырма ĕçĕсене вĕçлеме памасть пулин те, хирте трактор сассисен шавĕ лăпланмасть-ха. «Колос» агрофирмăрах, акă, кĕр тыррисем акма çĕр хатĕ-рлетпĕр. Халĕ хирте Петр Захаровăн, Владимир Тимошкинăн, Николай Захаровăн «хурçă учĕсем» ĕçлеççĕ. Хуçалăхри опытлă та маттур механизаторсем пикенсех çĕртме сухи тăваççĕ.
Çитес çулхи тухăç мĕнлерех пулассине, ун никĕсне маларах хывса хăвармаллине питĕ лайăх ăнланаççĕ вĕсем – трактор рулĕ умĕнче пĕрремĕш çул мар вĕт. Плугсене те хăйсемех малтанах тĕплĕн юсанă – çавăнпа чăрмавсем çук. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем çитеççĕ.
Кĕр тыррисене вара хуçалăхра кăçал та пĕлтĕ-рхинчен кая мар акса хăварасшăн. Кĕр аки ирттерме техника хатĕр, юсавлă.
В.ЗАХАРОВ,
«Колос» агрофирма сахал яваплă обществăн тĕп инженерĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"