03 августа 2013 г.
Шкулта 8 класс пĕтернĕ те пĕр эрнеренех ăна ферма ĕçе пырса чĕннĕ. Пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿснĕ хĕр турткаланса тăмасăр «Правда» колхозра пăрусем пăхма килĕшнĕ. Çакăнтан пуçланнă та унăн хĕрÿ ĕçри кун-çулĕ. Шурăм пуç килнĕ чухне ĕçе васканă, каçпа тÿпене çăлтăрсем тухсан киле таврăннă Е.Андреева (хĕр чухнехи хушамачĕ – Мресова).
– Халĕ шутлатăп та, мĕнле хăрамасăрах килĕ-шнĕ-ши пĕчĕк пăрусем пăхма, – чунне уçать Елена Алексеевна. – Хам та ача кăна пулнă-çке вăл вăхăтра. Нимĕнле йывăрлăхран та шикленмен пулĕ çав.
15-16 çулхи хĕр, паллах, кунĕпе ĕçлесе ывăннă. Апла пулсан та пăрусене чун-чĕ-ререн юратса пăхнă. Пĕрле ĕçлекенсенчен кайра пыма тăрăшман. Пуринпе те пĕр тан ĕçленĕ, аслă юлташĕсенчен вĕренсе пынă. Пĕр хушă ĕнесем те сунă Е.Андреева.
– Вăл вăхăтра кунне виçĕ хут сумаллаччĕ, – сăмахне тăсать Елена Алексеевна. – Алăпа 13 ĕне сăваттăмăр. Çуллахи кунсенче ĕнесене лагере кăларатчĕç. Çав вырăна çуран çÿрени те пĕрре мар пулнă. Ирĕкре çÿ- рекен ĕнесене сума татах та йывăрччĕ. Вĕсем сăнчăрта тăрса сума хăнăхнăскерсем, нумай тарăхтарнă. Ĕнесен мăйĕсем çине мунчала хураттăмăр та вара вĕсем хăйсене сăнчăрти пек туйса лăпланса тăратчĕç.
Ÿпре-пăван вăхăтĕнче ĕне сăвасси татах та кансĕртерех пулнă. Хăш-пĕрин патне пыма та йывăр. Апла пулсан та, тапнине пăхмасăр, сĕте суса илнĕ. Фермăрах ĕçлес кăмăллă пулнă Е.Андреева сысна пăхаканра та пĕр хушă вăй хунă. Кунта та вăл ĕçчен- лĕхпе, вăр-варлăхпа палăрса тăнă. Каярах каллех пăрусем патне таврăннă.
– Ачасем çитĕнме пуçласан, вĕсем те пĕр май пулăшма ферма пыратчĕç, – каласа кăтартать Е.Андреева. – Тĕпренчĕксем пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ÿсни савăнтаратчĕ. Хампа пĕрле выльăх- чĕрлĕхе юратса пăхатчĕç. Кил хушшинчи ĕçсене те пурнăçласа хуратчĕç, май килнĕ таран пулăшатчĕç.
Илемлĕ те çепĕç чĕлхеллĕ Елена Алексеевнăна ялти каччă Александр Андреев куç хывнă. Ĕçчен те пултаруллă хĕре хăйĕн мăшăрĕ тунă. Çĕнĕ 1974 çулăн пĕрремĕш кунĕнче Пуянкассинче туй кĕрленĕ. Телейлĕ мăшăр икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă. Халĕ Андреевсен тĕпренчĕкĕсем çемьеллĕ. Ашшĕпе амăшне тăватă мăнук парнеленĕ. Елена Алексеевнăпа Александр Ильич мăнукĕ- семшĕн юратнă кукамай-кукаçей те, асанне-асатте те.
– Çулсем сисĕнмесĕрех иртсе пыраççĕ, – пĕлтерчĕ хĕрарăм. – Ĕнер кăна ферма утнăн туйăнать. Унтанпа вара миçе çул хыçа юлнă. Халĕ те, пĕрле ĕçленисемпе тĕл пулсан, çав çулсене кăмăлтан аса илетпĕр. Ĕç пирĕншĕн малти вырăнта тăнă.
Елена Андреевана 60 çула çитнĕ хĕрарăм тесе калаймастăн. Паян кун та вăл правурлăхне, ĕçченлĕхне çухатман. Кил картинче мăшăрĕ- пе ĕçлеççĕ, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Андреевсем тăватă çăвăрлакан сысна, виççĕ пĕчĕкреххине, çавăн пекех çулсерен йышлă хур-кăвакал, чăх-чĕп тытаççĕ.
Çак кунсенче Елена Алексеевна хăйĕн юбилейне паллă тăвать. Ăна саламласа мăшăрĕ, ачисемпе мăнукĕсем, кĕрÿшĕсемпе кинĕ, йышлă тăванĕ, кÿрши-арши парнесемпе чыслĕç, нумай-нумай пурăнма çирĕп сывлăх, телей сунĕç.
А.МИХАЙЛОВ.
Пуянкасси ялĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"