03 августа 2013 г.
ПУЯНКАССИНЧИ шкулта юсав ĕçĕсем хĕрсех малалла пыраççĕ, çак ĕçе пурнăçлама 2420 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Çĕнĕ вĕренÿ çулне вĕрентекенсемпе вĕренекенсем çутă та таса классенче кĕтсе илĕç.
Çавăн пекех шкула ача садне те куçараççĕ. Шăпăрлансем валли те хăтлă та илемлĕ пÿлĕ-мсем хатĕрлеççĕ. Ку ĕçе сахал яваплă «Строитель» общесто ĕçченĕсем пурнăçлаççĕ. Вĕсем ир пуçласа каçчен вăй хураççĕ.
– Ялти шкул капăрланни чуна савăнтарать, – пытармарĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин. – Урам енчен пăхсан шкул çуртне паллама та çук. Çи виттине улăштарнă, шкула кĕмелли алăксем патне тротуарсемпе плитасем сарнă. Ĕç шавĕ канмалли кунсенче те лăпланмасть.
Çапла, çуллахи каникул вăхăчĕ, тĕрĕсрех каласан, çу кунĕсем ытла та хăвăрт иртсе каяççĕ. Çавăнпа та пуçланă ĕçе туллин те вăхăтра пурнăçламалла, паян тумаллине ырана хăварса пымалла мар. Çакна ертÿçĕсем те, ял çыннисем те лайăх ăнланаççĕ.
– Вĕрентекенсем те, ача сачĕн ĕçченĕсем те хаваспах юсав ĕçĕсене хутшăнаççĕ, – каласа парать шкул директорĕ Л.Бондареева. – Аслă классенче вĕренекенсем те, выпускниксем те хĕрринче пăрăнса юлмаççĕ. Вĕсенчен те ытларах ашшĕ-амăшĕ пулăшма çÿрени кăмăла çĕклет. Вĕсем хăть те мĕнле ĕçе те чунĕсене парса пурнăçлаççĕ. Такам валли мар вĕт, хăйсен тĕпренчĕкĕсем валли лайăх пултăр тесе тăрăшаççĕ.
Людмила Васильевна шкул директорĕн тилхепине тытни пĕр уйăха яхăн кăна-ха. Апла пулсан та вăл пуçаруллă та пултаруллă ертÿçĕ пулни пĕрре пăхсах курăнать. Шкулпа ача сачĕн пÿлĕмĕсенче ĕçлекенсем патĕ-нчен тухма та пĕлмест. Кашни çитменлĕхсене курса асăрхаса ĕлкĕрет. Паллах, ĕçлекенсене ырă сĕнÿсем парса та хавхалантарать, нумай ĕçе ĕçтешĕсемпе пĕрле канашласа пуçăнать. Л.Бондареева пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесен ăнăçу та çитĕнÿ пуласса лайăх пĕлет.
Шкул тулашĕнчи ĕçсем çумăра пула чарăннă. Çавăнпа пурте шалта ĕçлеççĕ. Стенасене, чÿречесене сăрлаççĕ, çăваççĕ, тасатаççĕ. Ĕçĕ вара пурин валли те çитет. Хĕвел пăхма пуçласан картишри, пахчари ĕçсене малалла тăсĕç. Тротуарсен хĕррипе тăпра тăкса тикĕслемелле, çÿп-çапа, строительство материалĕ-сен каяшĕсене пуçтармалла. Çак ĕçе пуçланă, шел, вĕçне çитерме çанталăк паман. Техникăпа хресчен (фермер) хуçалăх ертÿçи Г.Макаров, сахал яваплă «Колос» общество тивĕçтереççĕ. Ку енĕпе чăрмав çук. Шкул çурчĕ çумĕпе отмостка та тунă. Вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ, шкулти ытти персонал хăйсемех раствор хатĕрлесе аппаланнă. Урайне, ача сачĕ енчине, çĕнĕрен сарнă. Ăна çиелтен линолеумпа витмелли çеç юлнă. Туалетсемпе санузел вырнаçтарас ĕç те ăнăçлă пырать.
Пуянкасси шкулĕнче вĕренекенсем спортпа питĕ туслă. Ачасемшĕн спортзал пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна тĕпе хурса кунта та юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Урайне улăштарса çĕнĕ сарнă, стенасемпе чÿ- речесене сăрланă. Спортзалпа юнашарах салтăнса тăхăнмалли хĕрачасемпе арçын ачасен пÿлĕмĕсем те пулĕç. Спорт инвентарĕсене упрамалли кĕтес те янтăлĕç. Унсăр ниепле те май çук.
Столовăйне те тĕс кĕртеççĕ. Ачасене тирпейлĕ те хăтлă столовăйĕнче апатланма та кăмăллă пулĕ. Апат-çимĕç упрамалли пÿлĕмсене, нÿхрепе йĕркене кĕртнĕ. Шел, хальлĕхе çĕнĕ оборудовани килеймен-ха. Тен, каярах ку çитменлĕх те пĕтĕ.
Классен чÿречисене пластик пакетсемпе улăштармалла, вĕсене саккас панă. Çитес кунсенчех ку ĕç те пурнăçланĕ.
– «Строитель» общество ертÿçи куллен килсе ĕç мĕнлерех пынипе паллашсах тăрать, – пĕлтерчĕ Л.Бондареева. – Кирлĕ строительство материалĕсене вăхăтра кÿрсе параççĕ. Ку енĕпе вĕсен енчен пĕр чăрмав та çук.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев, район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политики пайĕн ертÿçи Н.Игнатьева та шкулти ĕç-хĕлпе интересленсех тăраççĕ. Валерий Петрович шкула пулăшу пултăр тесе хăйĕн ятĕнчен те укçа панă. Çавăн пекех вĕрентекенсем те, ашшĕ-амăшĕ те ку енĕпе пуçарулăх кăтартнă. Ял тăрăхĕн администрацийĕ те укçа-тенкĕ енчен сисĕнмеллех пулăшнă. Малашне те вĕсен хушшинчи çыхăну татăлмасса шанас килет.
– Юсав ĕçĕсене пурнăçлама пулăшакан пур çынна та чĕререн тав тăватпăр. Пĕрле ĕçленине, ытларах вĕренекенсемшĕн лайăх пултăр тесе тăрăшнине ачасем чăннипех хаклĕç тесе шанатпăр, – сăмахне вĕçлерĕ шкул директорĕ.
А.МИХАЙЛОВ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"