29 мая 2013 г.
Шкул – иккĕмĕш кил, класс ертÿçи – иккĕмĕш анне, теççĕ.
6 çул хушши Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пирĕн анне вырăнĕнче ырă кăмăллă, çепĕç чĕлхеллĕ, ĕçчен вĕрентекен – Л.Егорова пулнă. Пирĕншĕн вăл, 10 çул каялла çак «килтен» тухса кайнă вĕренекенсемшĕн, – чи хисеплĕ çынсенчен пĕри. Вăл пире ăс парассишĕн ырми-канми тăрăшатчĕ, пирĕн савăнăçа, пăшăрханăва пĕрле пайлатчĕ.
Хальхи пекех ас тăватăп, Людмила Калистратовна грипп чирĕпе чирлесен шкула килеймерĕ. Эпир, унăн вĕренекенĕсем, хĕлле, чĕр куççи таран юр ашса вăл пурăнакан кÿршĕ яла – Виçпÿрт Шăмăршăна унăн сывлăхне пĕлме кайрăмăр. Пире курсанах, Людмила Калистратовна питĕ савăнса кайрĕ, килсе хисепленĕшĕн тав турĕ, техĕмлĕ чейпе хăналарĕ.
Халĕ Л.Егорова Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта математика урокĕ-сене ирттерет.
Паянхи кун та эпир унпа çыхăну тытатпăр, курнăçса калаçатпăр, шкулта вĕреннĕ çулсене аса илетпĕр.
Çак кунсенче Л.Егорова хăйĕн çуралнă кунне паллă турĕ. Менельник ячĕпе эпир, 2003 çулхи выпускниксем, Людмила Калистратовнăна, хамăрăн хаклă çыннăмăра, пултаруллă вĕрентекене тулли телей, çирĕп сывлăх, пархатарлă ĕçре ăнăçу, чăтăмлăх сунатпăр.
А.АЛЕКСАНДРОВА.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"