08 мая 2013 г.
1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче, ирхине 4 сехетре, фашистла Германи бомбардировщикĕсем Совет Союзĕн хулисем çине бомбăсем пăрахма пуçланă. Çапла вара Хура тинĕсрен пуçласа Баренцево тинĕсĕ таранах хаяр вăрçă вучĕ алхасма тытăннă.
Пирĕн çарсем самолетсемпе танксем енĕпе те, тĕрлĕ хĕç-пăшал тĕлĕшпе те тăшманран вăйсăртарах пулнă-ха вăрçă пуçламăшĕнче. Çавна май Хĕрлĕ Çар чаçĕсем фашистсен çарĕсемпе паттăррăн çапăçса вун-вун хулана, çĕр-çĕр ял-паççулккăна тăшман аллине хăварнă. Çапла майпа пирĕн çарсен тĕп вăйне сыхласа хăварма, тылра оборона çирĕплĕхне вăйлатма пултарнă. 1943 çултан пуçласа пирĕн Хĕç-пăшаллă Вăйсем тăшманран пур енĕпе те вăйлăрах пулнă. Çапла вара Хĕрлĕ Çар оборонăран наступление куçнă, тăшманпа паттăррăн çапăçса хуласемпе ялсене ирĕке кăларнă. Хамăр çĕр-шыва кăна мар, Европăри чылай патшалăха фашизм пусмăрĕнчен хăтарса, пирĕн фронтсен дивизийĕсем Германи территорине кĕрсе кайнă. 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнче тăшмана Германин тĕп хулинче – Берлинта тĕппипех çапса аркатса чаплă Çĕнтерÿ тунă.
Майăн 9-мĕшĕнче эпир фашистла Германие çĕнтернине çуллен паллă тăватпăр. Çак паллă кун эпир фронтра паттăррăн çапăçса пуç хунă салтаксемпе офицерсене асăнса лартнă палăксем умне хитре чечексен кăшăлĕсене хуратпăр. Вĕсен вилĕмсĕр ячĕсем ĕмĕрĕпех тăван ял-йыш асĕнче пулĕç. Фронтран таврăннă çĕнтерÿçĕ-салтаксем, тылра ырми-канми ĕçлесе Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă ветерансем умĕнче çĕре çитиччен пуçăмăра таятпăр эпир. Пиртен уйрăлса кайнă фронтовиксемпе тыл ветеранĕсен çутă сăнарĕ-сем нихăçан та манăçмĕç. Ырă йăла ăруран ăрăва куçса пырĕ.
Çак сăн ÿкерчĕкре (ăна 1997 çулта ÿкернĕ) – Виçпÿрт Шăмăршăра çуралса ÿснĕ, çак ялта çемье çавăрнă, колхозра ĕçлесе пурăннă çынсем. Камсем сăнланса юлнă-ха унта; Малта ларакан фронтовиксем (сулахайран сылтăмалла): Эмир Кузьмин, Никандр Кузьмин, Василий Кузьмин, Митрофан Кузьмин, Михаил Ишуков. Иккĕмĕш ретре тăракан тылпа ĕç ветеранĕсем – вăрçăра юратнă мăшăрĕсене çухатнă салтак арăмĕсем: Мария Яковлева, Ольга Ухтиярова, Мария Харзарова тата Мария Шарушкина. (Çак хĕрарăмсем, Мария Шарушкинасăр пуçне, пурнăçран уйрăлса кайнă ĕнтĕ). Виççĕмĕш ретре Михаил Каримовпа (тăпри çăмăл пултăр) Павел Падиаров тылпа ĕç ветеранĕсем (вĕсем вăрçă вăхăтĕнче ачаллах колхоз производствинче ĕçленĕ) тата Валентин Алюковпа Игорь Савельев воин-афганецсем тăраççĕ (вĕсем сăрт-туллă çĕр-шывра салтак тивĕçне Присяга хушнă пек пурнăçланă). Çак сăн ÿкерчĕк те ытти материалсемпе пĕрле ял историйĕн- че юлĕ, Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă ветерансем пирки аса илтерĕ.
П.Падиаров, ĕç ветеранĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"