Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тăван района килсен, чунра шăпчăк юрлать»

14 марта 2012 г.

ХĔРĔХ çула яхăн çывăх паллатăп ăна. Чăваш Патшалăх университетĕнче вĕреннĕ вăхăтра (Анатолий ячĕ унта кĕрлесе çеç тăратчĕ: чи лайăх студент, "Хисеп Палли" орден кавалерĕ) пĕрле тĕл пулнă чух Шăмăршă районĕнчен тухнă паллă çынсем çинчен чылайччен калаçса лараттăмăр, Чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ, Чăваш халăх артисчĕ Мефодий Денисов патне хăнана кайни те асрах-ха.

Унтанпа нумай çул шуса иртрĕ, ак ĕнтĕ çÿçĕмĕре те кĕмĕл тĕс çапрĕ. Анатолий Ильич Ухтияров Чăваш патшалăх университечĕ хыççăн тата та нумай вĕренчĕ, Пĕтĕм Союзри юридици институтĕнчен (СССР чухне çак вĕренÿ заведенийĕн ячĕ çапларахчĕ), Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Раççей патшалăх службин академийĕн аспирантуринчен вĕренсе тухрĕ, юридици наукисен кандидачĕ пулса тăчĕ.

Хисеплĕ ячĕсем те хутшăнсах пычĕç: Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ юрисчĕ, Чăваш Республикин I класлă действительнăй патшалăх советникĕ...

Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнче çуралса ÿснĕ чăваш ачи республикăри паллă çынсенчен пĕри пулса тăчĕ тени – пĕрре те ÿстерсе калани мар. Патшалăхăн гражданла службинче 26 çул ытла ĕçлет вăл, çав шутра 15 çул хушши Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн юридици службине ертсе пычĕ. Анатолий Ильич тÿрремĕнех хутшăннипе Чăваш Республикин законодательствин системине туса хатĕрленĕ. Хăйĕн вăйĕпе кăна вăл 30 ытла законопроект хатĕрлесе ĕçе кĕртме çул панă.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн интересĕсене хÿтĕлесе, А.И. Ухтияров тăтăшах Раççей Федерацийĕн Аслă Сучĕн ларăвĕсене, Федерацин пĕтĕмĕшле юрисдикци сучĕсен ларăвĕсене хутшăнать, хăй тарăн пĕлÿллĕ, талантлă юрист пулнине кăтартса парать.

А.И. Ухтияров 90 наука ĕçĕ çырса пичетленĕ, унăн "Чăваш Енри Конституци процесĕ: практика, проблемăсем тата теори», "Раççей Федерацийĕн субьекчĕн право системи (танлаштаруллă тĕпчев опычĕ)", "Вĕрентĕве ертсе пырассин право никĕсĕсем" кĕнекисене наука ĕçченĕсем пысăк хак панă. Методика пособийĕсем, юридици терминĕсен вырăсла-чăвашла словарĕ тата ытти ĕçĕсем те пирĕн ентешĕн пултарулăхĕ вышкайсăр пысăк пулнине çирĕплетеççĕ. Анатолий Ильич тăван ялĕпе район кун-çулĕ çинчен çырнă "Родимый край, село родное" кĕнеки вара чăннипех те Шăмăршăсен чи юратнă кĕнекисенчен пĕри.

А.И. Ухтияров паян Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Аппаратне ертсе пырать. Çак йывăр та канăçсăр ĕçре пушă вăхăчĕ çукпа пĕрех пулин те, тăван Шăмăршă районне килкелесех тăрать.

"Тăван района килсен чунра шăпчăк юрланăн туйăнать, кунта эпĕ пурăнма, ĕçлеме хавхалану илетĕп", – тет ăшшăн кулса А.И. Ухтияров ентешĕмĕр.

Мартăн 11-мĕшĕнче Анатолий Ильич 60 çул тултарчĕ. Каччă пек яштакаскер, хĕрÿ чĕреллĕскер, утса мар, чупса кăна çÿрекенскер хăйĕн çулĕнчен чылай çамрăк курăнать вăл. Патшалăх ĕçĕсĕр пуçне общество ĕçĕ валли те вăхăт тупать: Шăмăршă районĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ тĕп хулара пурăнакансен "Хĕрлĕ вăрман" ентешлĕхне ертсе пырать, Шупашкарта Шăмăршăсен ячĕ кĕр-кĕрлесе тăтăр тесе вăй-халне шеллемест.

Çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр Сире, Анатолий Ильич!

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика