Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекен те вăл, юлташ та

15 февраля 2012 г.

Вĕренекенсемшĕн юратнă вĕрентекен тата юлташ Пуянкасси шкулĕнчи физкультура учителĕ Василий Бондареев. Вăл çак шкула ĕçлеме килсен ачасем спортра пысăк çитĕнÿсем тума пуçларĕç, районти ăмăртусенче çĕнтерÿпе палăрма тытăнчĕç.

Василий Пантелеймонович Шупашкар районĕнче çуралса ÿснĕ. Хаваслă ачалăх вăхăтĕнче юлташĕсемпе вылянă, пĕр-пĕрин хушшинче ăмăртусем йĕркеленĕ, ялта хăйсен вăйĕпе стадион тума пуçланă. Чунтан-вартан спорта парăннă çамрăк шкулта вĕреннĕ чухнех çăмăл атлетикăпа II разряд, йĕлтĕрпе I разряд нормине тултарнă. Пурнăçăн аслă çулĕ çине тухсан вăл çар комиссариачĕ сĕннипе ДОСААФ шкулĕнче парашютист ăсталăхне туптанă. Çара кайичченех вăл виçĕ хут парашютпа сикме ĕлкĕрнĕ. 1980 çулхи кĕркунне В.Бондареева Канашри çар комиссариатне чĕнтернĕ. Çакăнтанах, ашшĕ-амăшĕпе, тăванĕсемпе сыв пуллашмасăрах, салтака каять. Унăн Сывлăш десант çарĕнче малашнехи кун-çулне Афганистан çĕр-шывĕнче ирттерме тивнĕ. Сăрт-ту тăрăх автомат тытса душмансемпе çапăçма кĕриччен Витебск дивизийĕнче пуçламăш çар вĕренĕвĕ илнĕ. Вĕсене тĕллевлĕн хатĕрленĕ. Мĕншĕн тесен, Василий Бондареев хăйне Афганистана илсе каяссине Канашра чухнех пĕлнĕ.

Умра – Афганистан, Кабул. Шăпах çакăнта вăл пурнăçа, туслăха хаклама вĕреннĕ. Çар уншăн пурнăç шкулĕ пулса тăнă. Çамрăк каччă умĕнчех БМДсем сирпĕннĕ, çынсем вилнĕ. Çакна веçех курса, чăтса ирттерме тивнĕ, кăмăла хытарса малаллах салтак пурнăçĕпе пурăннă.

Салтак тумне хывсан Василий Бондареев Чăваш патшалăх педагогика университечĕн (институт) физкультура воспитанийĕн уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Аслă шкул хыççăнхи çулсем унăн Пуянкасси шкулĕпе çыхăннă. Миçе çĕр-çĕр ачана спорта юратма вĕрентмен-ши вăл; Кашни вĕренекенпе хăйне тĕрĕс тытать. Уйрăмах яшсем ăна тĕслĕх вырăнне хурса йышăнаççĕ. Унран вĕренмелли те нумай. Ачасене вĕрентнисĕр пуçне хăй те спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăнать.

Василий Бондареев аслă категориллĕ вĕрентекен. Ăна "РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" знакпа наградăланă.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика