Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çурт – урам илемĕ

14 января 2012 г.

Виçпÿрт Шăмăршăри Гладковсен çемйинче – икĕ ывăл. Паллах, чăвашсен йăлипе ывăлсенчен пĕрин тĕп килтен уйрăлса тухмалла, çурт-йĕр çавăрмалла.

Владимир Гладков хăйĕн мăшăрĕпе, Ольгăпа, пĕлтĕр çу кунĕсенче Шăмăршăри М.Денисов урамĕнчи çĕр участокĕнче строительство ĕçне пуçăннă. Хăйсем тăрăшнипе, тăванĕсем пулăшнипе мал ĕмĕтлĕ çамрăксем çурт никĕсне янă, силикат кирпĕчпе стенасем купаласа хăпартнă.

Вăй çитерсе, тупăштарса Гладковсем 2010 çултах, кĕркунне, илемлĕ мансардăллă çурт тăррине кĕрен профнастилпа витнĕ, пластик чÿречесем вырнаçтарнă, алăксем лартнă, мачча-урай сарнă.

Кăçал çăва тухсан пĕр ачаллă çамрăк çемье электричество монтажĕн, газификацин ĕçĕсене пуçăнма шутлать. 2013 çула вара Гладковсем çĕнĕ пÿртре кĕтсе илме ĕмĕтленеççĕ.

Çине тăрсан, тарласа ĕçлесен йывăрлăхсем хыçа юлаççĕ, çутă ĕмĕтсем чăнлăха куçаççĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика