Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшса ĕçленĕ, ачасем ÿстернĕ

03 декабря 2011 г.

ВИÇПŸРТ ШĂМĂРШĂ ялĕнче ятлă-сумлă ĕç ветеранĕсем чылай. Вĕсенчен пĕри - Александра Константиновна Мулендеева.

Иртнĕ ĕмĕрти 40-мĕш çулсенче çуралнă ытти нумай-нумай тантăшĕсенни пекех, Александра Андрееван (хĕр чухнехи хушамачĕ) ачалăхĕпе çамрăклăхĕ йывăр тапхăрта иртнĕ. Тăван килĕнчи - Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнчи шкулта 7 класс пĕтерсен, 1956 çулта Шура хăйĕн тантăшĕсемпе пĕрле Владимир облаçне торф кăларакан çĕре ĕçлеме кайнă. 1964 çулта ĕçчен хĕр Шăмăршăри вăрман хуçалăхне ĕçлеме килнĕ. Йывăр участокра - вăрман касакансен бригадинче вăй хунă вăл. Сăпайлă та вăтанчăк хĕр çине Виçпÿрт Шăмăршă каччи - çак предприятирех водительте тăрăшакан Валерий Мулендеев куç хывнă. Пĕр-пĕрне килĕштерекен çамрăксем 1966 çулхи кĕркунне туй туса пĕр çемьене пĕрлешнĕ.

Çемье çавăрнă хыççăн Шура "Правда" хуçалăхри уй-хир бригадинче ĕçленĕ, Валерий - райпора слесарьте. Туслă çемьене пĕрин хыççăн тепри 3 хĕрпе 2 ывăл хутшăннă. Ашшĕпе амăшĕ хăйсен ачисене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса пынă, çын хушшинче хăйсене сăпайлă тытма вĕрентнĕ.

1976 çулта Александра Мулендеева Шăмăршăри пекарньăна ĕçлеме куçнă. Тамара Мулякова бригадин смени çăкăра яланах тутлă та кăпăшка пĕçерсе кăларнă. Кунта, паллах, Александра Константиновнан тÿпи те пулнă.

Пурнăç пур чухне те пĕр тикĕс пыраймасть çав. Шел те, Шурăн мăшăрĕ, Валерий Туктаклович, çамрăклах, 1989 çултах, çĕре кĕнĕ. Александра Константиновна йывăр хуйха хĕрÿ ĕçре пусарма тăрăшнă. Ачисене вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларассишĕн вăйне шеллемен. Мулендеевсен 3 хĕрĕ те пединститут пĕтернĕ, учитель профессийĕллĕ пулнă. Ывăлĕсем - Сергейпа Юра - хăйсене килĕшекен специальноç илнĕ, çар тивĕçне пурнăçланă.

Пекарньăра пĕр улшăнми 15 çул ĕçлесен, 1991 çулта, Александра Константиновна тивĕçлĕ канăва тухнă. Пенсире пулсан та алла усса ларман вăл - тăван хуçалăхра 64 çул тултаричченех вăй хунă.

Ĕçне кура - хисепĕ. 5 ача амăшне - Александра Константиновнана - райпо правленийĕ нумай хутчен Хисеп грамотипе чысланă. "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята та тивĕçнĕ вăл.

Александра Мулендеева ывăлĕсемпе килĕштерсе пурăнать (вĕсем хальлĕхе авланман-ха). Кил картинче - ĕне, 2 сысна, сурăхсем, чăх-чĕп. Ĕçчен çемье аш-какайпа сĕте, çăмартана укçалла туянмасть, тĕрлĕ продукцие хăйĕн аллипе туса илет.

Çак кунсенче Александра Константиновна хăйĕн 70 çулхи юбилейне палăртрĕ. Чаплă юбилей ячĕпе ăна хĕрĕсемпе ывăлĕсем, кĕрĕвĕсем, мăнукĕсем, тăванĕсем, пĕрле ĕçленĕ тантăшĕсем, кÿрши-арши ăшшăн саламларĕç, вăрăм ĕмĕрлĕ пулма ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика