Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вир пăтти çитермеççĕ, физкультура ытларах пулать...

26 октября 2011 г.

ОКТЯБРĔН пĕрремĕшенче кĕрхи призыв пуçланчĕ. ЧР Çар комиссариатĕнчен пĕлтернĕ тăрăх – ку кампани вăхăтĕнче пирĕн республикăри 1500 каччă Хĕç-пăшаллă Вăйсен ретне тăрĕ. Танлаштарма: 2011 çулхи çуркунне 9 пин йĕкĕте призыв комиссийĕсене чĕнтернĕ, вĕсенчен 3919-шĕ салтак тумне тăхăннă. Çапла, ку хутĕнче йыша пĕчĕклетнĕ, çапах плана пурнăçламашкăн çăмăлах пулмĕ, мĕншĕн тесен призывниксен 32 процентне вĕренÿ чаçĕсене ăсатмалла, 15 процентне – режимлисене; 18 проценчĕ – аслă пĕлÿллĕ, 33 проценчĕ çар учечĕн специальноçне алла илнисем пулмалла. Ытти çулхи пекех, кăçал кĕркунне те 15 чăваш каччи Тăван çĕр-шыв умĕнчи таса тивĕçне Президент полкĕнче пурнăçлама тытăнĕ. Çапла, паянхи салтакăн сывлăхĕ – çирĕп, интеллект шайĕ вара пысăк пулмалла. Специалистсем каланă тăрăх – наряда пĕчĕклетни чи малтан хĕсметре контракт мелĕпе тăракансен йышне майĕпен ÿстерсе пырас тенипе çыхăннă. 2020 çул тĕлне Хĕç-пăшаллă Вăйсен ретĕнче призывниксен йышне 10-15 процент çеç хăварма палăртаççĕ, ыттисем вара офицерсем тата "контрактниксем" пулĕç. Унсăр пуçне призыва планланă чухне демографи лару-тăрăвне шута илни те витĕм кÿрет. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ача çураласси палăрмаллах чакнăран паян çул çитменнисен йышĕ çулталăкра вăтамран 1 процент чакать-çке, çакăнпа пĕрлех – пулас салтаксен шучĕ те. Ку призыв малараххисенчен питех уйрăлса тăмĕ. Юлашки вăхăтра кĕртнĕ улшăнусем хальхинче те сыхланса юлĕç. Вĕсенчен пĕри вăл – ашшĕ-амăшне призыв комиссийĕсен ларăвĕсене хутшăнма ирĕк пани. Унта çынсем ачин хĕсмет вăхăчĕ ăçта иртессине, ăна мĕншĕн вăл е ку чаçе янине пĕлме пултараççĕ. Салтаксен пурнăçĕ çăмăллансах, лайăхлансах пырать темелле. Вĕсен халĕ çулталăк çеç хĕсметре тăмалла. Рядовой салтаксем паянхи кун хуçалăх ĕçĕсене хутшăнмаççĕ: столовăйĕнче çĕр улми те шуратмаççĕ, плац та шăлмаççĕ... Çак ĕçсене халĕ профессионалсем пурнăçлаççĕ. Апат-çимĕç рационĕ те пуян. Ахальтен мар чылайăшĕ: "Халĕ салтаксене санаторири пекех тутлă çитереççĕ", - тет. Çамрăксенчен нумайăшне килĕшмен сĕлĕ, вир пăттисене текех менюна кĕртмеççĕ. Кăнтăрлахи апат хыççăн салтак пĕр сехет канма пултарать. Шăмат кунпа вырсарни кун – канмалли кунсем. Çарти çак çĕнĕлĕхсем чăнласах та савăнтараççĕ мар-и; Чăн та, çĕнĕ уставпа килĕшÿллĕн физкультурăпа çар хатĕрленĕвĕн занятийĕсен вăхăтне 8 сехет таран ÿстернĕ, малтан вара 4-6 сехет çеç пулнă

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика