Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фронтра та, мирлĕ ĕçре те хастар пулнă

30 июля 2008 г.

АСЛĂ кĕрекене йышлăн пухăнса чаплăн ирттертĕмĕр ялти сумлă та хисепе тивĕçлĕ ĕçпе вăрçă ветеранĕн Никандр Сергеевич Кузьминăн 90 çулхи юбилейне. Ăна саламлама ачи-пăчи, тăванĕсем, кỹрши-арши пухăнчĕ. Шел, юбилярăн мăшăрĕ юнашар пулмарĕ, вăл нумай вăхăт хушши чирлесе выртнă хыççăн çĕре кĕнĕ. Паллах, вăрçăран таврăннă паттăра татах та нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх сунтăмăр. Н.Кузьмин 1918 çулхи июлĕн 19-мĕшĕнче Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнче, вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Вĕсем ултă ывăлпа икĕ хĕр пĕр тăван пулнă. Кĕçĕнни _ Никандр. Ялти 4 класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Васанта 7 класа ăнăçлă пĕтернĕ. Кайран киномеханиксем хатĕрлекен курссенче вĕренет, ялсем тăрăх кино кăтартса çỹрет. 1939 çулта уй-хир бригадирĕнче вăй хума тытăнать. Вăл вăхăтра тыр-пул ăстисем ялта нумайланса пынă. Анчах вăрçă пуçланни ял халăхĕн çутă ĕмĕтне сỹнтерсе лартнă. Арçынсемпе çул çитнĕ каччăсем вăрçа тухса кайнă. Пурте çĕнтерỹшĕн ырми-канми кĕрешме тытăннă. Ялта юлнисене те çăмăл килмен. Хĕрарăмсемпе çара кайман арçынсене, яшсене Улатăр енне окоп чавма илсе кайнă. Çак шăпа Никандра та пырса тивнĕ. Вăл та пуринпе пĕр тан тăрăшса ĕçленĕ. Часах ăна Сăр хĕрринчен çара чĕнсе илнĕ, 1941 çулхи декабрьте салтак тумне тăхăнтартнă. Малтанах Арзамас хулинче сержантсем хатĕрлекен шкулта пулнă. Унта ултă уйăх вырăнне тăватă уйăх вĕреннĕ хыççăн фронта илнĕ. Н.Кузьмин хĕсметре тăракан çар Курск пĕккинчи хаяр çапăçусене хутшăнать. Пĕр çапăçура пысăк паттăрлăх кăтартнăшăн Н.Кузьмина Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа наградăланă. Вĕсен 10-мĕш танк дивизине "Гварди" ятне панă. Çапла вара 1943 çулта Виçпỹрт каччи гварди аслă сержанчĕ пулса тăнă. Дунай шывĕ урлă каçнă чухне те пысăк хастарлăхпа паттăрлăх кăтартнă вĕсен дивизийĕ. Гвардеецсене тав туса И.Сталин çыру янă. Нумай салтак-офицерсене орден-медальсемпе наградăланă. Н.Кузьмин медаль илме тивĕçлĕ пулнă. 1945 çулхи ноябрьте Виçпỹрт каччи яла таврăннă. Кỹршĕ ял хĕрĕпе _ Куршанкăри Александра Васильевна Полковниковапа _ çемье чăмăртаса 11 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Мирлĕ пурнăç пуçлансан Н.Кузьмин кладовщикра, утарçăра ĕçленĕ. Унпа пĕрле яланах ачисемпе мăшăрĕ тăрăшнă. Пенсие тухсан та, 75 çула çитичченех, колхозра вăй хунă. Нумай медальсемпе грамотăсене тивĕçнĕ. Таса чунпа, ĕçченлĕхпе пурнăçа пурăнсан ял çинче хисепе тивĕçетĕн. Халăх сана хисеплет, сума сăвать. Çакна Н.Кузьмин пурнăçĕ туллин çирĕплетсе парать.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика