Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çут çанталăк _ чĕрĕ поэзи

08 мая 2008 г.

 

 "ПАРКСЕН маршĕ _ 2008" акцие хутшăнса Пăчăрлă Пашъелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлпаракан шкулта "Пурăн, çĕр!" ятпа ятарлă эрнелĕх иртрĕ. Çĕр _ пирĕн пуянлăх. Эпир ун çинче пурăнатпăр, çут çанталăк илемĕпе киленсе савăнатпăр. Апла пулсан, Çĕре, çут çанталăка упрамалла пирĕн. Анчах та тепĕр чух пирте ыр кăмăллăх, этемлĕх çитсех каймасть. Çут çанталăк _ чĕрĕ поэзи. Ăна курма, итлеме, туйма çеç пĕлмелле. Шкулти эрнелĕх шăпах çак ыйтусемпе иртрĕ те ĕнтĕ. "Эпир çут çанталăкпа килĕштерсе пурăнма тивĕçлĕ" литература конкурсне кашни класах активлă хутшăнчĕ. Унта вырăс тата чăваш поэчĕсен сăввисем янăрарĕç. Чи лайăх сăвă вулакансем _ Анастасия Тимофеева, Виктория Угарина (1 класс), Татьяна Старшинина, Анастасия Солдатенкова (2 класс), Виктор Фадеев (3 класс), Галина Евлешкина(4 класс). Аслăрах классенче вĕренекенсенчен вара Дарья Яковлевана, Полина Ильдякована, Регина Димитриевана, Надежда Можаевана палăртмалла. Вуннăмĕш класра вĕренекен Николай Малеевпа вун пĕрмĕш класри Ирина Чугунова та сăвăсене пысăк ăсталăхпа вуларĕç. Çут çанталăк çинчен халиччен сахал мар юрă çырнă. Çакнашкал юрăсенчен йĕркеленĕ конкурс-концерт та çỹллĕ шайра иртрĕ. Вуннăмĕш класри Анна Мандрюкова, Валентина Мишкина хăйсем эстрада артисчĕсенчен кая мар юрлама пултарнине кăтартса пачĕç. Пĕрремĕш классем лартнă инсценировка та кашнинех килĕшрĕ. Эрнене "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕн сотрудникĕсем те хутшăнчĕç. В. Мулендеев, А. Яковлев, Н. Игнатьева ачасемпе класс сехечĕсем ирттерчĕç, вăйăсем йĕркелерĕç. Чи маттуррисем асăнмалăх парнесене тивĕçрĕç. Çут çанталăк темипе çырнă кăнекесен выставки те пуян пулчĕ. Çамрăк художниксенчен вара Елизавета Харитонована (11 класс), Илья Юманова (11 класс), Елизавета Самаринана (3 класс) палăртмалла. Эрнене биологи учителĕ Г. Тимофеева йĕркелесе-ертсе пычĕ.

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика