Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнăç кỹреççĕ мăнуксем

22 марта 2008 г.

  ПĂЧĂРЛĂ ПАШЬЕЛĔНЧИ Лидия Симендеева шкулта лайăх паллăсемпе вĕренсе пынă. Апла пулин те, 1964 çулта 9 класс пĕтерсен, 6 ачаллă çемьери хĕре (вăл иккĕмĕш ача пулнă) малалла вĕренме май килмен. Хăйĕн тантăшĕсемпе пĕрле _ Липа Черновапа, Елена Емельяновапа тата Луиза Игнатьевапа Мускав облаçĕнчи кирпĕч заводне ĕçлеме тухса кайнă. Унта 1 çул ĕçлесен хĕрсем тăван яла таврăннă. Лидия Симендеевана колхоз правленийĕ Шупашкарти ял хуçалăх шкулне хăмлаçăсен курсне вĕренме янă. Удостоверени илнĕ хыççăн вăл колхозра бригадир-хмелевод должнăçне йышăннă. _ Иртнĕ ĕмĕрти 60-мĕш çулсенче пирĕн колхозра тухăçлă хăмла туса илнĕ,_ каласа парать Лидия Матвеевна. "Симĕс ылтăн" хуçалăха лайăх тупăш парса тăнă. Ял çыннисем хăмла плантацийĕнче хавхаланса ĕçлетчĕç. 1967 çулхи мартăн 5-мĕшĕнче Лидия колхозăн малта пыракан водителĕпе, комсомол комитечĕн секретарĕпе Виктор Антоновпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Телейлĕ те туслă çемьере йыш хутшăнсах пынă. Тĕрлĕ çулсенче Л. М. Антонова шкул буфетчицинче, интернат нянькинче тăрăшнă. 1979-1990 çулсенче шкулта техничка, 1990-2000 çулсенче Госстрах агенчĕ пулса вăй хунă. 2000 çултанпа _ тивĕçлĕ канура. Чылай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Лидия Матвеевнăна Хисеп грамотисем, парнесем парса чысланă. Ялти хисеплĕ ĕç ветеранĕ чечексем ỹстерсе çитĕнтерме, вĕсемпе кил-çурт таврашне илемлетме кăмăллать. Виктор Петровичпа (йывăр тăпри çăмăл пултăр, йывăр чире пула вăл 1996 çулта аллă пиллĕкрех пурнăçран уйрăлса кайнă) Лидия Матвеевна 5 ача çуратса ỹстернĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Александр, Вячеслав тата Сергей (тĕп килте пурăнать) ялтах тĕпленнĕ, строительство специальноçĕсемпе ĕçлеççĕ. Надежда Шупашкарта педуниверситет пĕтернĕ, хальхи вăхăтра Карапай Шăмăршăри вăтам шкул директорĕ пулса ĕçлет. Наташа диплом илнĕ хыççăн Тольяттири автозаводра бухгалтер-кассирта вăй хурать. Лидия Матвеевнăн халĕ 7 мăнук ĕнтĕ. Вĕсем нумаях пулмасть 60 çул тултарнă асламăшне тата кукамăшне тулли савăнăç кỹреççĕ.

 

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика