22 марта 2008 г.
МĔН чухлĕ çухату тỹснĕ, куççуль юхтарнă, нуша курнă пирĕн халăх вăрçă çулĕсенче! Вăрçă çулĕсенче кăна-и? Паянхи кун та çав вăрçă хуйхи чылай килте чĕрене çиет. Вăрçă чарăннă хыççăн сывă юлнă салтаксем киле таврăннă. Хăйсен çемйисемпе тĕл пулса савăннă, хуйха-суйха манса çĕнĕ пурнăçпа пурăнма тытăннă. Анчах вăрçа хутшăннисенчен çуррине яхăн киле таврăнайман, ĕмĕрлĕхех вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Вăрçăран таврăнайман çывăх çынсенчен пĕри вăл манăн кукка _ Пăчăрлă Пашьелĕнче 1915 çулта çуралса ỹснĕ Михаил Егорович Кудряшов. Кукамайăн вара пĕртен-пĕр ывăлĕпе виçĕ кĕрỹшĕ вăрçăра пуçне хунă. Çине-çинех хăрушă вилĕм çинчен пĕлтерсе çырусем килме тытăнаççĕ. Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех фронта тухса каять кукка. Йывăр аманса 4 уйăх Тула хулинче сипленнĕ хыççăн _ татах вăрçă хирне. "Çыруне çырсах тăратчĕ вăл ун чухне. Декабрь уйăхĕнче ывăл çуралсан Петя ят хуни çинчен çырса пĕлтерме ĕлкĕртĕм, анчах ачине кураймасăрах вăрçă хирĕнче çухалчĕ ашшĕ", - аса илет Улька инке. 1942 çулхи июнь уйăхĕнче вăйлă çапăçура хыпарсăр çухални çинчен хут килет яла. Виççĕри хĕрĕ Нина, 4 уйăхри Петя, çамрăк арăмĕ Ольга Степановна тата ватă амăшĕ тăлăха тăрса юлаççĕ. Эпĕ мĕн ачаран паян кунчченех маншăн питĕ çывăх тăвансем патне час-часах кайса çỹретĕп.1954-55 çулсенче Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта ачасене вĕрентнĕ чух унта пурăнтăм. Мĕн тери ырă кăмăллă вăл пирĕн Улька инке! Вăрçă çулĕсенче Чукалтан Пашьел пасарне çăпата сутма кайсан та, вăрçă хыççăнхи çулсенче Патăрьелĕнче педучилищĕре вĕреннĕ чух та, çуран çỹренĕ ытти вăхăтсенче те унта кĕмесĕр иртмен. Яланах ырă кăмăлпа кĕтсе илсе апат çитерсе ăсатнă вăл пире. Ольга Степановна Кудряшова Пăчăрлă Пашьелĕнче 1918 çулта çуралнă. Вăрçă пуçланиччен виçĕ çул маларах Михаил Егоровичпа çемье çавăрнă, телейлĕ пурнăç çинчен ĕмĕтленнĕ. Анчах вăрçă пуçланиччен çемьеллĕ пурнăç нумая пыман. Паян кун та куççуль витĕр аса илет тăлăх хĕрарăм вăрçă вăхăтĕнчи тата вăрçă хыççăнхи йывăр çулсене. _ Пĕтĕм йывăр ĕçе хамăн тумалла. Петяна çуратнă кун та _ 1941 çулхи декабрĕн 13-мĕшĕнче _ вăрмана вутта иккĕ хутларăм. Ача çуратсан та ачашланман, йăпатакан пулман пире, ачашланса ларма вăхăт та пулман. Яланах колхоз ĕçне хăваланă. Нумай çул хушши пахчана кĕреçепе чавса улма лартнă, кăларнă. Вăрçă вăхăтĕнче колхоз хирĕнче те кĕреçепе чавнă, сỹре сĕтĕрнĕ. Алăпа тырă вырнă, авăн çапнă. Çав хушăрах хамăр валли те утă-улăм хатĕрлемелле: вăрттăн-кĕрттĕн вăрман хушшисенче курăк, хирте хăмăл çулса тăратайкăпа туртаттăмăр. Хĕлле çунапа вутă туртнă. Выльăхсем усрама тăрăшнă. Хăш çул пушмак пăру ỹстерсе тырăлла сутнă. Çапла сиплештерсе пурăннă, ачасене выçă лартман. Выçлăх çулĕсенче çăкăра улма, юман йĕкел çăнăхĕ хушса пĕçернĕ. Упăшка фронтра вилнине, пĕчĕк ачасемпе хунемене пăхса пурăннине ним вырăнне те хумастчĕç ун чухне вырăнтисем те, патшалăх та. Нимĕнле пулăшу та паман пире. Мĕн чул хурланса-татăлса йĕмен-ши хамăн шăпа çакăн пек пулнăшăн. Анчах йĕрсе ларма вăхăт çук: ĕçлемелле... Çемьере мана пулăшакансем хунеме, вăл вилсен хамăн анне пулнă. Вĕсем ачасене пăхнă, кил хушшинчи ĕçсене пурнăçланă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче те пурнăç йывăрччĕ. Ĕне кỹлме пуçларăмăр. Утă, вутă ĕнепе кỹреттĕмĕр. Пĕр çулхине Çĕпрел колхозне тырă ĕçлеме кайрăмăр. Ĕнепе кĕлте турттарса капан тăваттăмăр. Çавăн чухне пирвайхи хут чĕре чирĕпе чирлерĕм. Ун хыççăн нумай хут çак чирпе пульницара сипленнĕ. Юрать, ялта пульница пурччĕ ун чухне. Паян кун та шурă халатлисене чĕререн тав тăватăп. Ывăлпа хĕре чиперех пăхса çитĕнтертĕм. Вĕсем çемьеллĕ пулса йышлă ача-пăча çуратса ỹстерчĕç. Вунă мăнукран Тамара çеç ялта, ыттисем Шупашкарта ĕçлесе пурăнаççĕ. Час-часах килсе çỹреççĕ. Володи те (Ермолаев Владимир Федорович _ Шупашкарти "Березка" АХО генеральный директорĕ. Авт.) яла килсен мана курмасăр каймасть. Кукамай мĕнле пурăнатăн, сывлăху епле, тесе интересленет, ăшă сăмахсемпе хавхалантарать. Халĕ пурнăç лайăхланчĕ паллах, пенсие вăхăтра параççĕ. Тепĕр чухне йышлă тĕл пулусене чĕнсе хăна тăваççĕ. Турă мана вăрăм ĕмĕр панă, анчах телейне шелленĕ. Йывăр ĕçсемпе пысăк хуйхăсене тỹссе ирттернĕ. Ман пек тăлăх арăмсем ялта нумайччĕ, халĕ виççĕн çеç тăрса юлтăмăр. Çапла аса илет иртнĕ çулсен хăшпĕр вăхăчĕсене вăрçăра вилнĕ салтакăн тăлăх арăмĕ, çак кунсенче хăй 90 çул тултарнине паллă тунă Ольга Степановна Кудряшова.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"