Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш ятне ямасть

19 ноября 2007 г.

МĔН ачаран моряк пулма ĕмĕтленнĕ Гена Улюкин. Иртнĕ çулхи çуркунне тинех унăн ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ: Гена Хура тинĕсре "Новочеркасск" ятлă çар карапĕ çинче службăра тăма пуçларĕ. Чăваш каччи кĕске вăхăтрах хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă, командирсем хушнине яланах итленĕ. Çар техникине çине тăрсах алла илнĕ, спортра та çитĕнỹсем тунă. Çар вĕрентĕвĕнчи тата спортри çитĕнĕвĕсемшĕн Г.Улюкина темиçе хутчен те Грамотăпа, тĕрлĕрен значоксемпе чысланă. Чăваш каччине командирсем яланах ырă тĕслĕх вырăнне хунă. Халĕ Геннадий Улюкин хăй те командир _ иккĕмĕш статьяри старшина оруди расчетне ертсе пырать. Кăçал вăл хăй çуралса ỹснĕ ялта _ Пăчăрлă Пашьелĕнче отпускра пулчĕ. Çамрăксемпе тĕл пулнă чух Тинĕс-çар Флочĕ тата карап çинчи юлташĕсем çинчен чунтан хавхаланса каласа пачĕ. "Новочеркасск" _ çар десанчĕн карапĕ. Хальхи вăхăтра вĕренỹ тĕллевĕпе Хура тинĕс хĕрринче вырнаçнă çĕршывсене çул тытать. Гена ашшĕпе амăшне Грецире пулса курни çинчен савăнсах пĕлтернĕ. _ Çапах та тăван Чăваш çĕршывĕ, çуралнă ял чуна çывăхрах, - тенĕ Пăчăрлă Пашьел каччи. Иккĕмĕш статьяри старшинана Геннадий Улюкина эпир службăна ăнăçлă вĕçлесе яла таврăнма ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика