Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Голландире те ĕне сăваççĕ, анчах сĕчĕ пирĕннинчен пилĕк хут ытларах"

17 октября 2007 г.

ÇАК кунсенче çеç-ха Пăчăрлă Пашьелĕнчи "Бездна" фермер хуçалăхĕн хуçи А.И.Сатеев республикăри вун пилĕк ял хуçалăх предприятийĕн ертỹçипе пĕрле Голландире пулса килчĕ. Командировкăран таврăнсан Александр Иванович пирĕн хаçат редакцине кĕрсе тухрĕ. _ Голландире ял хуçалăхĕ, уйрăмах выльăх-чĕрлĕх отраслĕ питĕ вăйлă аталаннă, - терĕ Александр Иванович. _ Хура-ула ăратлă ĕнесем талăкра 60 литр е ытларах та сĕт антараççĕ, çулталăкри сăвăм ĕне пуçне 14 пин ытла литрпа танлашать. Ку _ вăтам кăтарту, хăш-пĕр фермерсем кунтан та ытларах сĕт сăваççĕ. _ Фермăри ĕçсене йăлтах автоматика пурнăçлать пуль? _ Çапла. Ĕнесене... робот сунине курсан питĕ тĕлĕнтĕмĕр. Фермер компьютер умĕнче ларса мĕнпур ĕçе ертсе пырать. Сыснасем те талăкра пĕрер килограмм е ытларах та ỹт хушаççĕ. Вĕсем _ тап-таса, кинори пек илемлĕ. _ Выльăх-чĕрлĕхрен продукци нумай илес тесен, апат сĕтеклĕ те паха пулмалла вĕт-ха. Голландире выльăхсене мĕнпе тăрантараççĕ? _ Пирĕн пекех утă та, концентратсем те параççĕ. Анчах, пирĕннипе танлаштарсан, пахалăхĕ çĕрпе пĕлĕт пекех уйрăлса тăрать. Концентратсене витаминсемпе, минерал хутăшĕсемпе пунлатаççĕ. Шыв пахалăхне те лабораторире тĕрĕслеççĕ. Лачака шывĕ ĕçтернипе сĕт пулмасть ĕнтĕ (кулать). Голланди фермерĕсем кашниех ял хуçалăхĕн пĕр-пĕр енĕпе специализациленнĕ. Пĕри _ ĕне выльăх, тепри _ сысна, виççĕмĕшĕ _ сурăх, тăваттăмĕшĕ хур-кăвакал усрать. Çĕр ĕç продукчĕсемпе те çаплах. Мĕн çитĕнтернине вырăнтах тирпейлесе сутасси çирĕп йĕркене кĕнĕ. _ Голланди фермерĕсене патшалăх пулăшу парать-и? _ Фермерсене патшалăх нимĕнле дотаци те памасть. 30 çуллăха 5-6 процентлă кредит илме май пур. Пирĕн патăртипе танлаштарсан, Голланди фермерĕсен продукцие ăçта тата мĕнле хакпа вырнаçтарас хуйхă çук. Ку енĕпе вĕсене патшалăх çирĕп гаранти панă. Хаксем те пирĕнни пек выляса тăмаççĕ. Тата мĕн килĕшрĕ-ха Голландире? Ĕç культури, ĕçе йĕркелесси çỹллĕ шайра. Ферма территорийĕнче _ тротуарсем, газонсем, хитре чечексем... Витере _ таса та çутă. Çыннисем те тирпейлĕ тумланса çỹреççĕ, ĕçе уява килнĕ пек савăнăçлă кăмăлпа утаççĕ. Ку вăл _ хăнасем валли ятарласа хитрелетсе кăтартни мар, кулленхи ỹкерчĕк. Ют çĕршыва кайса курни пирĕншĕн усăллă пулчĕ тесе шутлатăп. Вĕсен опытне кăштах та пулин алла илсе пырсан та пирĕн ĕç малалла каясса шанма пулать.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика