Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăчăрлă Пашьелĕнче моделлĕ библиотека

21 октября 2006 г.

Чăваш Республикин Президенчĕн "Чăваш Республикинчи ялсенче моделлĕ библиотекăсем йĕркелесси çинчен" Указне (2003 ç.) пурнăçа кĕртсе, пирĕн районта çуллен çĕнĕрен те çĕнĕ моделлĕ библиотекăсем уçăлаççĕ. Шăмăршăри, Асанкассинчи, Патирекри, Васанти, Карапай Шăмăршăри, Пуянкассинчи тата Кивĕ Чукалти моделлĕ вулав çурчĕсем халăха кĕнекесемпе тивĕçтерсе тăнисĕр пуçне, тĕрлĕ енлĕ анлă информаципе те пысăк пулăшу кỹреççĕ. Октябрĕн 17-мĕшĕнче вара Пăчăрлă Пашьелĕн че те çакнашкал учреждени ĕçлеме пуçларĕ. Ялта моделлĕ библиотека йĕркеленĕ ятпа ирттернĕ савăнăçлă пухăва районти библиотека ĕçченĕсем, ял çыннисем йышлăн килсе çитрĕç. Райадминистрацин вĕрентỹ, çамрăксен политики тата культура пайĕн начальникĕ Н.Г.Игнатьева ялти библиотека заведующине Т.П.Можаевана Чăваш Республикин Президенчĕн ятĕнчен вулав çуртне компьютер комплектне, дивиди-плеер, тĕслĕ телевизор тата дисксен комплектне панине çирĕплетекен сумлă Свидетельствăпа чысласан, пухăва килнисем кăмăллăн алă çупрĕç. Районти тĕп библиотека работникĕсем хатĕрленĕ ял историне сăнлакан фактографи материалĕсене пурте кăсăкланса пăхрĕç. Вырăнти шкулта вĕренекенсем интереслĕ литература композицийĕпе савăнтарчĕç. Ялти библиотекăна пысăк тимлĕх уйăрнăшăн ЧР Президентне пĕтĕм ял-йыш ятĕнчен ăшшăн тав тунă май, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, "Бичурга-Баишево: очерки истории села" кĕнеке авторĕ А.И.Гармонщиков çак савăнăçлă событи яланлăхах ял историне кĕрсе юлнине палăртрĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика