15 ноября 2006 г.
ШУПАШКАРТАН, Чăваш Республикинчи Ял хуçалăх министерстви ирттернĕ савăнăçлă пухуран, Пăчăрлă Пашьелĕнчи "Бездна" фермер хуçалăхĕ виçĕ чаплă парнепе таврăннă. "Енисей-950" комбайнпа 7610 центнер тырă çапса илнĕ Николай Андреевич Анисимов механизатора Чăваш Республикинчи "Агромашхолдинг" ОАО Хисеп грамотипе тата килти кинотеатр парса чысланă. "Бездна" фермер хуçалăхĕн ертỹçи Александр Иванович Сатеев тĕслĕ телевизор илме тивĕçнĕ. Тепĕр награда та хаклă _ Чăваш Республикинче пĕчĕк предпринимательствăна хăвăрт аталантарас тĕлĕшпе тата экономикăра пысăк çитĕнỹсем пунăшăн "Бездна" фермер хуçалăхне иккĕмĕш степень Дипломпа тата укçан преми парса хавхалантарнă. _ Çулталăк, чăнах та, ăнăçлă вĕçленет, - савăнăçне пытармасть А.И.Сатеев фермер. _ Уй-хирте тухăçлă тыр-пул çитĕнчĕ, кашни гектартан вăтамран 26-шар центнер пуçтарса кĕртрĕмĕр. Уйрăмах урпа пирĕн тăрăхшăн пысăк тухăç пачĕ _ гектар пуçне 34-шар центнер илтĕмĕр. Кĕр тыррисем те савăнтарчĕç, 200 тонна ытла ыраш сутса вырма тăкакĕсене туллин саплаштартăм. Çĕр улми тухăçĕ те пысăк пулчĕ _ гектартан 300-шер центнер пуçтарса кĕртнĕ. Кăçал 10 гектар çинче çитĕнтертĕм пулсан, килес çул "иккĕмĕш çăкăр" валли 30-40 гектар чи лайăх çĕрсене уйăратăп. Кĕр тыррисене фермер хуçалăхĕ кăçал 240 гектар таранах акнă. Акара Виктор Васильевич Шаталкин механизатор чунтан тăрăшса ĕçленĕ. Çакна кĕр тыррисем пĕр тикĕс шăтса тухни те лайăх çирĕплетет. "Бездна" фермер хуçалăхĕ пĕр гектар çĕре те минераллă удобренисемсĕр акмасть, çавна пулах тухăç та пысăк. _ Шел, çĕр шăниччен юлашки 30 гектара сухаласа хăвараймарăмăр, - пăшăрханать А.И.Сатеев фермер. Александр Ивановичпа пĕрле выльăх-чĕрлĕх фермине те çитсе куртăмăр. Кунта кăçал чăннипех те пысăк улшăнусем курăнаççĕ: кирпĕч витене тĕпрен юсаса ăратлă сыснасемпе пăрусем усрама пуçланă, тепĕр витене те васкасах юсаççĕ. Çавăн пекех сĕт йышăнакан пункт тăвасси те вĕçленсе пырать. Çакна та каламалла: "Бездна" фермер хуçалăхĕн ертỹçи А.И.Сатеев ялта потребительсен "Спутник" кооперативне йĕркелесе янă. Часах кооператив таврари ялсенчен ĕне сĕчĕ туянса çывăхри хуласенче тупăшлă вырнаçтарас тĕлĕшпе ĕçлеме пуçлĕ. Ял çыннисен тахçанхи ĕмĕчĕ _ хăйсем туса илнĕ продукцие хаклăрах хак па сутасси _ пурнăçа кĕрессе шанас килет.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"