08 июня 2021 г.
Манăн район - манăн мăнаçлăх" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Çул-йĕр пахалăхĕ тăватă кустăрмаллă техника хуçисене те, çуран çынсене те, велосипедпа ярăнакансене те хумхантарать. Ялсенче те, вĕсен тулашĕнче те, хуласенче те çул ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Хальхи вăхăтра вара патшалăх программисемпе усă курса ăна татса пама майсем пур.
Шыв-шурлă, йĕпе-сапаллă çанталăкра çул-йĕр хăвăрт ванать-пăсăлать, лакăмланса, шăтăк-путăкланса каять. Çулла _ вĕсене юсама питĕ меллĕ, хăтлă вăхăт. Район тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсен çулсене тытса тăма бюджетран уйăракан укçа-тенкĕпе çак ĕçсене шăп халь пурнăçламалли пирки татăклă йышăну тумалла тата ĕçсене пахалăхлă та тĕплĕ пурнăçланине тĕрĕслесе тăмалла.
Ку енĕпе районта мĕнлерех лару-тăру пулнине пĕлес шухăшпа район администрацийĕн строительство тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕпе çыхăнса калаçрăмăр. Унта тăрăшакансем пĕлтернĕ тăрăх, кăçал та район пĕлтерĕшлĕ тата ун тытăмĕнче тăракан çул-йĕре юсассипе подрядчикпа килĕшỹ тунă, ĕçсене пуçламалли çеç юлать. Вĕсене тапхăрăн-тапхăрăн 3 çул хушшинче пурнăçлĕç.
Районти юсав ĕçĕсене тумалли асăннă çулсем çинчи участоксене "Эльбрус" сахал яваплă общество пурнăçлĕ. Яка-тикĕс çул пуласси веçех подрядчикран, вăл мĕнлерех ĕçленинчен килет.
_ "Шăмăршă - Анат Чаткас - Хайпăла паççулкки" автоçулăн 10+131 км-10+696 км, 13+684 км-15+330 км участокĕсем, проект хакĕ _ 8752220,4 (республика бюджетĕнчен - 6170314,99, вырăнти бюджетран _ 393849,9) тенкĕ;
_ Шăмăршă - Çĕнĕ Шăмăршă - Васан" автоçулăн 3+919 км-5+173 км, 5+273 км-5+587 км участокĕсем, хакĕ _ 6299978,4 (республика бюджетĕнчен _ 4411874,49, вырăнти бюджетран _ 281609,01) тенкĕ;
_ "Асанкасси-Улмаллă" автоçулăн 0+329 км-0+715 км, 0+943 км-1+329 км, 1+520 км-2+052 км участокĕсем, хакĕ _ 5285281,2 (республика бюджетĕнчен _ 3750963,88, вырăнти бюджетран _ 239423,24) тенкĕ;
_ "Шăмăршă-Суйкăн-Алтышево"-Ирçе Тĕкки" автоçулăн 0+013 км-0+948 км участокĕ, хакĕ _ 2977893,63 (республика бюджетĕнчен _ 2099414,91, вырăнти бюджетран _ 134005,91) тенкĕ;
_ "Палтиел-Патирек-Яманчỹрел карьерĕ" автоçулăн 0+000 км-0+470 км участокĕ, хакĕ _ 1908050,4 (республика бюджетĕнчен _ 1354143,00, вырăнти бюджетран _ 86434,66) тенкĕ;
_ "Пăчăрлă Пашьел-Вырăс Чукал" автоçулăн 1+080 км-1+934 км, 7+250-7+280 км участокĕсем, хакĕ _ 3788910 (республика бюджетĕнчен _ 2671181,55, вырăнти бюджетран _ 170500,95) тенкĕ.
Яка та тикĕс çул пулни пурне те савăнтарать. Лайăх та тирпейлĕ çулсемпе çỹреме чăнах та аван. Çав вăхăтрах çул хĕррисене тасалăхра тытни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хальлĕхе ку енĕпе çителĕклĕ ĕçлени курăнмасть. Вырăнсăр ỹсекен йывăçсем вăй илсе сарăлсах пыраççĕ. Вĕсене касса тирпейлесси-тасатасси вара кирлĕ пек пурнăçланмасть. Вырăн-вырăнпа чăн-чăн чăтлăх ỹссе сарăлнине куратпăр. Касса йăвантарнă йывăçсене пуçтарса тиесе тухсан тавралăх тата та илемленĕччĕ. Тирпей-илем пирки пачах та шутламаççĕ.