21 мая 2020 г.
Хăтапа тăхлачă, аппапа тете, район хыпарĕсемпе туллин паллаштаракан "Шăмăршă хыпарĕ" хаçата çырăнма манмарăр-и? Унăн иккĕмĕш çурçуллăх хакĕ _ 492 тенкĕ 12 пус. Редакци урлă çырăнса илес шухăшлисен енчĕкрен 250 тенкĕ кăларса тỹлеме тивет. Электронлă çырăнтару та пур, сирĕн редакцие килсе хăвăрăн почта адресне каламалла та 200 тенкĕ кăларса памалла, вара эсир килтен тухмасăрах пирĕн кăларăмсемпе паллашма пултаратăр.
Эсир пирĕнпе туслă çыхăнăва çухатмастăрах пулĕ тесе шутлатпăр. Хăвăр çырăннипе кăна мар, тăван-пĕлĕшĕре, кỹршĕ-аршăра та çырăнтару пирки аса илтерĕр. Май тупăнсанах почта уйрăмне васкăр е почтальонпа тĕл пулма е редакцие килме тăрăшăр.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"