Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултарулăх сезонĕ уçăлчĕ

23 октября 2018 г.

Пултарулăх сезонĕ уçăлчĕ

ИРТНĔ эрнере Пуянкассинчи Культура çуртĕнче çĕнĕ творчество сезонне уçрĕç. Çак ятпа унта Пуянкасси, Кахăрлă Шăхаль тата Виçпỹрт Шăмăршă ялĕсенчи пултарулăх коллективĕсен вăйĕпе концерт йĕркелесе ирттерчĕç. 
Концерта Пуянкасси шкулĕнче вĕренекен пĕчĕк артистсем чăваш халăх юррисемпе пуçларĕç (ертỹçи Н.Федотова). «Асам» ушкăн ача-пăча фольклорне те сцена çине илсе тухрĕ - иртнĕ ĕмĕрте асанне-кукамайсен вăхăтĕнчи вăйăсене выляса кăтартрĕ. 
Малалла концерта çамрăк купăсçăсем тăсрĕç. Владик Мресов, Андрей Гордеев купăспа кĕвĕсем каларĕç. Купăсçăсен 5 арçын ачаран тăракан ансамблĕ вара «Во поле береза стояла» юрра ăста шăрантарчĕ. Питех те кăмăллă, август уйăхĕнче йĕркеленсе кайнă гармонистсен кружокне çỹрекенсем купăс калас енĕпе ỹсĕм хыççăн ỹсĕм тăваççĕ. Кĕске вăхăтрах 15 арçын ачаран саккăрăшĕ икĕ алăпа инструментпа калама хăнăхса пыраççĕ. Кружок ертỹçи Николай Андреев вĕсене купăс калама вĕрентессишĕн питĕ тăрăшать. Çĕмрĕк купăссене юсама та маçтăр вăл. Тахçан пăрахăçланă, тусан ăшĕнче выртаканскерсенчен 14-шĕ халĕ ун алли витĕр тухса юсаннă, çĕнелнĕ - шкул ачисене музыка ăсталăхне вĕрентме усă курать вĕсемпе Николай Анатольевич. 
Виçпỹрт Шăмăршăри Культура çурчĕ çумĕнчи «Сурпан» пултарулăх ушкăнĕ те (ертỹçи Ф.Малов) куракансене илемлĕ юрăсем парнелерĕ. Яланхи пекех Пуянкассинчи «Аххаяс» фольклор халăх ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ, кăмăл-туйăма çĕклерĕ.Çак ялта пурăнакан Антонина Захарова сăвă вуласа тĕлĕнтерчĕ. 
Уйрăм юрăçăсем - Е.Муравьева, Г. Андреева, Д. Пушкина, Н. Мульдиярова, Г. Афанасьева, Л.Полякова, Людмилăпа Федор Тимофеевсем юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç. Пуянкассинчи педагогсен дуэчĕ (Л. Юманова, Н.Пушкина) «Сенкер шăнкăрав чечекĕ» юрра çав тери çепĕç янăратрĕ. 
Юрă-ташă ăстисем çак программăпа тепĕр кунне Виçпỹрт Шăмăршăри Культура çуртĕнче те çĕнĕ пултарулăх сезонне уçрĕç, чаплă концерт кăтартрĕç.
ПĂЧĂРЛĂ ПАШЬЕЛĔНЧИ Культура çуртĕнче те çĕнĕ творчество сезонне чаплă концертпа уçрĕç. Концерт программине вырăнти пултарулăх ушкăнĕпе пĕрле Шăмăршăри клубсен тĕп тытăмĕн ĕçченĕсем те пуянлатрĕç. Куракансем С.Кудряшов, М.Юманова, А.Андронов юрăçăсем хатĕрленĕ номерсене тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Çавăн пекех Шăмăршăри халăх театрĕ те (ертỹçи В.Львова) кулăшла сценкăсемпе пурне те савăк кăмăл-туйăм парнелерĕ. «Шемуршиночка» тата Пăчăрлă Пашьелĕнчи хĕрсен ташă ушкăнĕ те хăйсен хỹхĕм ташшисемпе савăнтарчĕç. 
Ял халăхĕ артистсене лайăх канушăн чунтан тав тăвать, çакăн пек мероприятисем тăтăш пуласса шанса тăрать. 
В.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика