02 октября 2018 г.
«ШĂМĂРШĂ ВĂРМАНĔ» наци паркĕ иртнĕ эрнекун Кăмпа уявне ирттерчĕ. Çут çанталăка юратакансемшĕн Кăмпа фестивалĕ йăлана кĕчĕ темелле - кăçалхипе 5-мĕш хут пуçтарăнчĕç вĕсем наци паркĕнчи çăкалăха.
Мĕнпе илĕртет-ха кĕрхи вăрман? Çырла вăхăчĕ иртнĕ, кăçалхи типĕ çул кăмпа шыраса тупма та çăмăл мар. Çапах та вăрман тĕлĕнмелле илĕртỹллĕ çак вăхăтра: сарă-хĕрлĕ çулçăсем çилсĕрех çĕр çине васкамасăр вĕçсе анаççĕ. Çăка йывăçĕ аякран пăхсан сарă-хăмăр ула кĕпе тăхăннăн курăнать: çулçи – сарă, типнĕ çеçкисем – шупка хăмăр. Ура айĕнче чечек евĕр хĕп-хĕрлĕ виçшер пĕчĕк çулçă - çĕр çырли çулçисем кĕркунне çапла улшăнаççĕ иккен. Кунĕ те уяр та савăк тăчĕ - горизонт хыçĕнчиçумăр пĕлĕчĕсем фестиваль иртмесĕр те хĕвеле хуплама хăяймарĕç.
Вăрман хĕле кĕтсе илме хатĕрленет. Асамлă шăплăх тăрать унта. Анчах çав кун фестиваль хăнисем Баскак паççулкки çывăхĕнчи çăкалăха хаваслă варкăш çил илсе килчĕç тейĕн - пĕтĕм йывăç-курăк, чĕрчун ташларĕ-юрларĕ, алă çупрĕ. Хăнасем вара таçтан та килнĕ. Акă Патăрьелĕнчи 1-мĕш номерлĕ шкулта 3-мĕш класра вĕренекенсем учителĕпе тата ашшĕ-амăшĕпе çитнĕ, унти Культура Керменĕ çумĕнчи «Ăраскал» ансамбль, Тутарстанри «Зеленая планета» экологи пĕрлешĕвĕ...
Кашни ял тăрăхĕнчен вăрман сывлăшĕпе сывлама, канмап уçтарăннă кунта çынсем. Пенси çулĕнчисем уйрăмах йышлă. Пуянкассинчи ветерансен Канашĕн хастар ертỹçи Л.Антонова та вĕсене çак ытармалла мар вырăна илсе килнĕ. А.Юртаева специалист Шăмăршăри халăха социаллă пулăшу паракан центрти ватăсемшĕн ятарласа экскурси йĕркеленĕ.
Кану программи тĕрлĕ енлĕ те пуян: ял тăрăхĕсем хатĕрленĕ апат-çимĕç куравĕ, юрă-ташă концерчĕ, вăрман çимĕçĕсен ярмăркки, уяв костюмĕсен конкурсĕ, викторина, фотокурав... Пĕтĕмпех кăмпапа çыхăннă.
Ярмăркка сутуçи Е.Антипова пыл, килте пĕçернĕ печени-пĕремĕк, алăпа çыхнă тапочкисем, милĕк сутрĕ. Ача-пăча кăна мар, çитĕннисем те иккĕн ларса ярăнмалли чуччу çинче сикрĕç, хаваслă вăйăсенче савăнчĕç. Вăрманта пурăнакан «чĕрчунсемпе» вара пурте тенĕ пекех асăнмалăх сăн ỹкерĕнчĕç, Вупăр Карчăка та (Баба-яга) пĕрле чĕнчĕç. Халĕ вăл (С.Ларионова) йăваш та лăпкă - пуринпе те шỹтлет, ташлать, никама та кỹрентермест.
Искусство шкулĕнче ĕçлекенсем патĕнче те çынсем йышлă пулчĕç - çут çанталăкпа çыхăннă ыйтусен тупсăмне шырарĕç. Тĕрĕс хуравшăн кашниех экологи календарьне тата пылак çимĕçе тивĕçрĕ. З.Морозова преподаватель тăм шăхлич те парнелерĕ.
Наци паркĕн туслă коллективĕ тивĕçлĕ канури ĕçтешĕсене те тимлĕхсĕр хăвар- масть. Акă «Шăмăршă вăрманĕн» пĕрремĕш директорĕ В.Елисеев çаккунсенче 70 çул тултарать. Вăл çак уявра чи сумлă хăна пулчĕ. Василий Ивановича хисеплесе парне пачĕç, ун ячĕпе илемлĕ юрă шăранчĕ. Унăн тỹпи тăван тăрăхри вăрмана упраса хăварас ĕçре чăннипех те виçесĕр!
Çут çанталăк ытамĕнче ырă шăршăллă вĕри кăмпа шỹрпипе хăналаннă хыççăн фестивале пĕтĕмлетме те вăхăт çитрĕ.
Уява йĕркелекенсем фестивале активлă хутшăннă ял тăрăхĕсене Тав çырăвĕпе хавхалантарчĕç, тĕрлĕ конкурс çĕнтерỹçисене Дипломпа чысларĕç. «Чи лайăх костюм» конкурсра Шур кăмпа (Н.Федотова, Пуянкасси) çĕнтерчĕ, призерсем - Чукалти О.Муллина тата М.Угарина. Кăмпа выставкинче васансем - чи пултаруллисем, 2-мĕш тата 3-мĕш степень Дипломсем Анат Чаткас, Кивĕ Чукал ял тăрăхĕсене тата районти тĕп библиотекăна тивĕçрĕç.
Кăмпа концерчĕн чи лайăх номерĕсемшĕн районти тĕп библиотека тытăмне (1-мĕш вырăн), Карапай Шăмăршăри, Чукалти, Пуянкассинчи юрă-ташă ăстисене наградăларĕç.
Кăмпа уявĕ питĕ интереслĕ иртрĕ, унăн хăнисем уçă сывлăшра чунĕпе канчĕç, килĕсене çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăмпа саланчĕç. Усăллă канушăн çак кăмăллă мероприятие йĕркеленĕшĕн наци паркĕн ĕçченĕсене кашниех чĕререн тав турĕ.
Г.ИВАНОВА.